АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гидропланпа вĕçсе курнă чăваш – Тушкилтен (Общество)

05 мая 2010 г.

Çак кунсенче редакцие Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ С.Сергеева çирĕммĕш çулсенчи хаçатран тен, ĕлĕкхи (чăваш календарĕнчен) касса илнĕ сăн ÿкерчĕке илсе çитерчĕ. Ăна Энĕшпуç ялĕнче (Вăрмар районĕ) пурăнакан Антонина Александровна кĕртсе панă иккен. Антонина Александровна Тушкил ялĕнче çуралса çуралса ÿснĕ. Вăл Александр Никитич Стальнов хĕрĕ. Ĕлĕкхи чăваш хаçатĕнче унăн аслашшĕне Никита Васильевич Стальнова Шупашкарта гидроплан çинче ÿкерсе илнĕ. Çав гидроплан Мускавран Шупашкара вĕçсе çитнĕ. Вăл сывлăшра та вĕçет, шыв çине те анса ларма пултарать.
Епле майпа лекнĕ-ха Никита Стальнов гидроплан çине, вăл Тăвай вулăс кооперативĕн председателĕ пулнă. Облĕçтăвком Президиумĕ хушнипе летчик Стальнова 15 минут гидропланпа вĕçтерсе çÿренĕ. Шыв çине анса ларнă хыççăн Никита Васильевича гидроплан йĕлтĕрĕ çинче тăнине ÿкерсе илнĕ. Тушкил çынни йăрăс пÿ-силлĕ, вăрăм пахилкке пиншак тăхăннă пулас, урине те чĕркуççи таран тăхăнса çăпата сырнă. Кăкăр урлă хутаç çакнă. Пуçĕнче – карттус.
Хаçатри ÿкерчĕклĕ статья “Аэропланпа вĕçсе курнă чăваш Никита Стальнов” ятлă.
Халĕ Тушкилте Стальновсем юлман. Пĕр тăвансем вилсе пĕтнĕ, аппăшĕ-йăмăкĕсем качча кайнă.
Антонина Александровнăна акă мĕн пăшăрхантарать. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк çине унăн ашшĕн хушаматне тĕрĕс мар çырнă, Стальнов вырăнне “Стрельцов” тенĕ. Вăл çав йăнăша питĕ тÿрлеттересшĕн. Ашшĕ, вăрçă пуçлансан пирвайхи сехетсенченех, фронта тухса кайнă. Ял поселени администрацийĕн йăнăша вăраха ямасăр тÿрлетмелле.
Шел, хаçатри сăн ÿкерчĕке пахалăхĕ япăхнă пирки çĕнĕрен пичетлеме çук. Çавах та кăсăклă ÿкерчĕк. Компьютер графикин специалисчĕсем ăна çĕнетме те пултарĕç-и. Музейшĕн паха экспонат вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика