АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăнарĕ асрах (Общество)

05 мая 2010 г.

Ырă сăнарĕ асрах (Общество)

Пуш уйăхĕн пĕр ырă та лăпкă кунĕнче Тяпуксен çемйинче Çтаппан ятлă ывăл çуралнă. Ашшĕ ăна хăй ятнех панă. Ахăртнех, хăй пекех ĕçчен те кăмăллă, патвар çын пултăр тенĕ, пулĕ. Анчах та пĕлнĕ-и-ха вăл ăна малашлăхра мĕн чухлĕ хĕн-асап, йывăрлăх кĕтнине.
Çтаппансен çемйи чухăн та йышлă пулнă. Пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ ачисем. Ашшĕ ялти ытти арçынсемпе пĕрле Çĕпĕре ĕçлеме тухса кайнă та каялла таврăнайман.
Пилĕк ачана пĕччен пăхса ÿстерме питĕ йывăр пулнă амăшне. Çтаппан икĕ класс пĕтернĕ хыççăн урăх шкула каяйман, шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхмалла пулнă. Каярахпа лашасем пăхнă çĕрте, фермăра скотникра ĕçленĕ.
1937 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче С.Степанова Канашри çар комиссариачĕ салтака каймаллине пĕлтернĕ. Виçĕ çул службăра тăнă хыççăн тăван яла таврăннă, çĕнĕ кил-çурт çавăрма шутланă. Анчах вăл килте пĕр çул та пурăнса ĕлкĕреймен, вăрçă пуçланнă. Тинтерех кăна хĕсметрен таврăннă йĕкĕтĕн ял-йышран, тăван-пĕлĕшрен мĕнле уйрăлса каяс килмен пулĕ. Анчах мĕн тăвăн.
Ылханлă вăрçă... Миçе çыннăн кун-çулне, çутă ĕмĕчĕсене татман пуль эсĕ. Кармал ялĕнчен çапăçу хирне 149 çын тухса кайнă, вĕсенчен 95-шĕ çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă. Степан Степанович 21-мĕш кавалери полкĕнче çапăçнă. 1943 çулта ăна 303-мĕш полка автоматчиксен ротине куçарнă. Вăрçăн юлашки кунĕчченех çак полкра стрелоксен командирĕ пулнă.
Чăваш каччи Румыни, Венгри, Польша çĕршывĕсене нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Пĕр хаяр тытăçура хăйсен аманнă командирне çапăçу хирĕнчен йăтса тухнă паттăр салтака “Хĕрлĕ Çăлтăр” орденпа чысланă.
Степан Степанович Дунайпа Одер юхан шывĕсем урлă каçнă çапăçусене те хутшăннă, Çĕнтерÿ кунне Германире кĕтсе илнĕ.
1946 çулччен С.Степанов Хĕвелтухăç фронтĕнче самурайсене хирĕç çапăçнă.
1946 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче киле таврăннă. Ывăннă, ĕшеннĕ салтакăн канасси те килнĕ пуль. Анчах канма-и-ха. Юхăннă хуçалăх. Ялта мĕн чухлĕ ĕç. Степан Степанов вăрман турттарнă çĕрте лашапа ĕçленĕ. Ялти чи хитре те ĕçчен хĕре качча илнĕ. Пĕрле аллă çул ытла килĕштерсе пурăнса çичĕ ача пăхса ÿстернĕ: икĕ хĕрпе пилĕк ывăл. Ачисем те хăйсем пекех ĕçчен те харсăр. Тĕп килтен уйрăлса тухнă ывăлĕсене пурне те çурт-йĕр çавăрма пулăшнă.
1980 çулта Степан Степановича вăрçăра пĕрле çапăçнă юлташĕ, Ташкентра пурăнакан Владимир Копеин шыраса тупнă. Фронтри тусĕ патне машинăпа килсе кайнă. Хăйĕн патне пырса курма чĕнсе темиçе хутчен те çыру янă, анчах та ватă ветеран сывлăхĕ хавшанă пирки ниепле те инçетри çула тухайман.
83 çула çитсен пăятам пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ. Унăн ырă ячĕ пирĕн чĕресенче яланлăхах упранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика