05 мая 2010 г.
Калама çук илемлĕ вырăнта вырнаçнă пирĕн Енĕш Нăрвашăн ĕне ферми: çывăхрах çаран ешерет, çутă кÿлĕ, тап-таса “Славаш” шывĕ юхса выртать. Ферма хыçĕнче сип-симĕс вăрман сас парать. Вăрманĕнче улма-çырла, кăмпа, мăйăр татса пухма пулать. Унсăр пуçне сиплĕ тĕрлĕ ÿсен-тăран пуçтараççĕ ферма хĕрĕсем.
“Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн ĕне ферминче хăйĕн профессине чунтан парăннă ĕçлекенсем нумайăн. Тĕслĕхрен, Виталий Васильевич Петров 32-мĕш çул фермăра. Хăй вăхăтĕнче чылай çул ферма заведующийĕнче те тăрăшнă. Ку вăл питĕ яваплă та канăçсăр ĕç ферма пурнăçĕпе пурăнаканшăн. Халĕ Виталий Васильевич фермăсене механизацилекен инженерта тăрăшать тата энергетик ĕçĕсене те туса пырать. Мĕнпур механизма тÿрлетсе тăрать вăл кооперативра.
Шкул вĕренсе пĕтерсен ĕçлеме пуçланă фермăра Виктор Архипович Федотов та. Унтанпа 32 çул хыçа юлнă. Ĕç хыççăн та ахаль лармасть вăл, килне илсе кайса урапа-çуна тÿрлетсе парать пĕрле ĕçлекен юлташĕсене. Унăн арăмне Валентина Петровна Федотована “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Тирпейлĕ, тăрăшуллă хĕрарăм, çынсемпе те сăпайлă вăл, пĕрле ĕçлекен юлташĕсене пулăшма та ÿркенмест.
27 çул дояркăра вăй хуракан Вера Анатольевна Васильева тата 11 çул фермăра тăрăшакан Андрей Иванович Данилов пирки те лайăххине кăна калас килет. Вера Анатольевнана вара нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата лайăх кăтартусемшĕн “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят парса чысланă.
Фермăра тислĕк кăларакан транспортерсем кивелнĕ, çавăнпа вĕсем тăтăш ванса тăраççĕ. Апла пулин те транспортерсене В.В.Петров, И.М.Ларионов, П.Н.Ефимов слесарьсем вăхăтра сыпса-тÿрлетсе яма тăрăшаççĕ. Кăларнă тислĕке О.Л.Григорьев МТЗ тракторпа турттарса тăрать. Юлташĕсене те пулăшать вăл. Хальхи вăхăтра çур акине хутшăнма хатĕрленет, ĕç хыççăн тракторне пăхса ярать, юсать.
Витесем кивелнĕ, тăррисем ишĕлеççĕ. Çавăнпа стройбригада ĕçченĕсем В.К.Евдокимов бригадир, А.Д.Софронов, Г.В.Николаев, Н.В.Иванов, В.В.Степанов юсав ĕçĕсем турĕç, чылай тимлерĕç. Пăрусене урама кăларма пысăк картиш те туса пачĕç, вите тăррине юсарĕç, ишĕлекен вырăнта тĕревсем лартрĕç. Анчах тÿрлетмелли тата нумай-ха фермăра, шел, материалсем сахалрах.
Фермăра ĕçлекенсен кирек мĕнле çанталăкра та ĕçе çитсе чуна парса ĕçлеме тивет. Выльăхсем сисĕмлĕ, хăйсене пăхакана лайăх туйса тăраççĕ. Çакăнпа пĕрлех ферма ĕçченĕсен килти ĕçсене тума та ĕлкĕрмелле.
Тăрăшаççĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ăна кура ĕç кăтартăвĕсем те начар мар пулса пыраççĕ.
Кăçалхи виçĕ уйăх итогĕсене илсессĕн, ферма ĕçченĕсем иртнĕ çулхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ: 2009 çулта кашни ĕнерен 655,1 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан виçĕ уйăхра, кăçал – 980,5 килограмм. Пăрусем те аван ÿсеççĕ, 592-шер грамм хушăннă талăкра, самăртаканнисем – 757-шер грамм. Хальхи вăхăтра сăвăм пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах. Çавна май продукцине те умĕнхи çулхинчен 600–700 килограмм нумайрах сутатпăр. 1900 килограмм таран каять. Сĕт хакĕ пĕлтĕрхинчен кăштах пысăкрах пулни те лайăх, ытларах тупăш илме май парать, ĕçлес хавхаланăва ÿстерет.