АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрвашсем çĕнтерчĕç (Спорт)

05 мая 2010 г.

Нăрвашсем çĕнтерчĕç (Спорт)

Вун пиллĕкмĕш хут пулчĕ ку турнир, Енĕш Нăрвашра пурăннă Артем Егорова асăнса ирттерекенни. Çуркуннепе ĕç уявĕнче, ирхине вунă сехет тĕлне пухăнса çитрĕç командăсем. Шăпа ячĕç, енĕшнăрвашсемпе ветерансен вылямалла пулчĕ малтан. Артем Петровичăн ентешĕсем кăçал турнира тĕплĕ хатĕрленнĕ. Футболист тумĕсемпе вылярĕç вĕсем. Çак çĕнĕлĕх те нăрвашсене хавхалантарчĕ пулас, 3:1 шутпа çĕнтерчĕç ветерансене. Иккĕмĕш вăййинче тăрмăшсемпе тăвайсем тупăшрĕç. Район центрĕн футболисчĕсем хапхана пĕр мечĕк те тапса кĕртеймерĕç, 1:0 шутпа тăрмăшсем мала тухрĕç.
Виççĕмĕш вырăншăн тăвайсемпе ветерансем кĕрешрĕç. Çамрăклăх вăйлăрах пулни кашни самантра сисĕнсе тăчĕ. Ветерансем те хăйсем опытлăрах пулнине темиçе хутчен те палăртрĕç. 5:3 шутпа вĕçленчĕ вăйă, тăвайсем çапла виççĕмĕш вырăна юлчĕç.
Финала Артем Егоровăн ентешĕсем пĕлтĕр те тухнăччĕ, анчах район центрĕн футболисчĕсене çĕнтерейменччĕ. Кăçал енĕшнăрвашсем малти вырăна тухас тĕллевлĕ пулни юлашки вăйă пуçлансанах сисĕнчĕ. Хăйсене хавхалантарса тăракан ушкăн та илсе килнĕ вĕсем пĕрле. А.Егоровăн тăван ялĕнчен, Енĕш Нăрвашран килнĕ футболистсем, 2:0 шутпа, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç кăçалхи турнирта.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Гаврилов, социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ О.Ломоносов, вăйă спонсорĕ Н.Никитин тата енĕшнăрвашсене форма хатĕрлеме пулăшнисем тухса калаçрĕç. Олег Анатольевич мала тухнă командăсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Николай Васильевич укçан преми тата парне пачĕç.
“Чи лайăх вратарь” ята А.Васильев (Енĕш Нăрваш), “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ” – Р. Ильин (Тăрмăш), “Чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ” – А.Васильев (Тăвай), “Чи нумай мечĕк кĕртекен” ята Д.Григорьев (Енĕш Нăрваш) тивĕçлĕ пулчĕç. Кăçал енĕшнăрвашсем хăйсен ентешĕ Артем Егоров чăн-чăн футболист пулнине çирĕплетсе пачĕç çапла.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: вăйă саманчĕ; çĕнтерÿçĕ команда спонсорсемпе, райадминистраци ĕçченĕсемпе пĕрле.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика