АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕ асрах пулĕ (Общество)

05 мая 2010 г.

Вăрçă паттăрĕ асрах пулĕ (Общество)

Хисеплĕ ентешсем, Тăвай çыннисем!
Нумаях пулмасть, çемье архивĕнчи хутсемпе чакаланса ларнă чух, эпĕ Коля тетен – Николай Ашмаринăн çырăвĕсене тĕл пултăм. Николай Ашмарин – пирĕн аттен Василий Миронович Ашмаринăн пиччĕшĕ. Василий Мироновича вара чылайăшĕ астума кирлĕ. Вăл парти райкомĕнче, Кармал шкулĕнче ĕçленĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарас умĕн сире Аслă Отечественнăй вăрçăн тата тепĕр участникĕ, 6 орден кавалерĕ Николай Миронович Ашмарин çинчен çырса пĕлтерес тетĕп. Вăрçă хыççăнхи çулĕсене Тăвай тăрăхĕнче пурăнманран, тен, ăна пĕлекен-астăвакан та нумаях юлмарĕ пуль. Тен, архивсенче те, ветерансен списокĕсенче, Астăвăм кĕнекинче унăн ячĕ пулмасан та пултарать. Анчах унăн Тăван çĕршыв умĕнчи, халăх умĕнчи ырă та мухтавлă ĕçĕсене манăçа кăларас марччĕ. Ентешĕсем те унăн пархатарлă пурнăçне пĕлтĕрччĕç. Вăрçа хутшăннă пĕр паттăр та хыпарсăр ан çĕттĕр.
Вера ИВАНОВА–АШМАРИНА. Красноармейски сали.
 
Николай Миронович Ашмарин Тăвай районĕнчи Тăвай ялĕнче 1915 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. 1935 çулта педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă та икĕ çул пуçламăш классенче ĕçленĕ. 1937 çулта ăна çар службине илеççĕ. Служба Белорусси çар округĕнче 13-мĕш стрелковăй дивизин 39-мĕш стрелковăй полкĕнче иртет. Минск округĕнчи политуправлени çумĕнчи 6 уйăхлăх курсран вăл кĕçĕн политрука вĕренсе тухать, ăна 11-мĕш армин политпайĕн инструкторне яраççĕ. Çав арми йышĕнче вăл Хĕвел анăç Белоруссие ирĕке кăларма хутшăнать. Ун хыççăн 11-мĕш армие Балтика тăрăхĕнчи уйрăм çар округне куçараççĕ, вăл Каунас хулинче тăрать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Н.Ашмарина хăй ыйтнипе 23-мĕш стрелковăй дивизин 117-мĕш стрелковăй полкне куçарнă. 1941 çулхи сентябрьте аманать, куçса çÿрекен полевой госпитальте сипленет. Тепĕр икĕ уйăхран каллех аманнă, ку хутĕнче – йывăр. Ăна Костромана, унтан Челябинска илсе тухаççĕ. Сывалса çитсен Воронеж фронтне яраççĕ. 60-мĕш çар йышĕнче Николай Ашмарин Воронеж, Центральнăй, 1-мĕшпе 4-мĕш Украина фрончĕсенчи çар операцийĕсене хутшăннă. 1956 çулчченех çар службинче тăнă "Кубань, Çурçĕр Кавказ, Инçет Хĕвел тухăç çар округĕсенче". Сывлăха пула Краснодар гарнизонĕнчен подполковник ячĕпе отставкăна тухнă. 2000 çулта ăна полковник ятне панă.
Фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 2 хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, 3 хутчен Отечествăлла вăрçă тата Çапăçури Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. Вăл Чехословаки Республикин орденне те тивĕçнĕ. Верховнăй Главнокомандующи ăна 25 хутчен тав тунă (Воронежа, Рыльска, Конотопа, Киева, Житомира, Тарнополе, Львова, Кракова тата ытти хуласене ирĕке кăларма, тăшманăн оборона линийĕсене татма хутшăннăшăн).
Тете, хăйĕн службăри тивĕçĕсене пула, тăван тăрăхсене таврăнайман, çемйипе Краснодар хулинчех тĕпленнĕ. Отставкăна тухнă хыççăн вăл 35 çул мирлĕ ĕçре тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă, 1991 çулта тин тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăй çуралнă тăван тăрăхсене вăл юлашки хут 1994 çулта килсе кайрĕ, атте патĕнче пулчĕ, пĕтĕм тăванĕсем тăрăх çаврăнчĕ, ашшĕ-амăшĕн вил тăпри умĕнче пулчĕ. 79 çултаччĕ вăл ун чух, анчах хăйне патвар тытатчĕ. Инçе çула та поездпа пĕчченех тухнă. Ырă кăмăллă, çынна пулăшма яланах хатĕр, савăнăçлă та харсăр çын пек аса кĕрсе юлнă вăл пирĕнне. Тăван тăрăхĕсенчен вăрах вăхăт инçетре пурăнсан та чăвашла калаçма, чăваш юррисене юрлама тăрăшатчĕ. Тăванĕсемпе юлашки кунĕчченех çырусем çÿретрĕ. Чăваш Енрен шăнкăравласан çав тери хĕпĕртетчĕ, хăй те шăнкăравласах тăратчĕ.
Курск патĕнчи çапăçусем пулнăранпа 65 çул тултарнă ятпа тетене Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă. “Курск пĕккинче нимĕç фашисчĕсене çĕмĕрсе тăкни Аслă Отечественнăй вăрçăра татăклă улшăнусем турĕ, Берлина илме çул уçса пачĕ.
Çĕнтерÿçĕсен паттăрлăхĕ яланах пирĕн чĕресенче, пирĕн ачасемпе мăнуксен чĕрисенче упранĕ, Тăван çĕршыва парăнса юратнин тĕслĕхĕ пулса юлĕ”, – тесе çырнă Президент саламĕнче. Николай Миронович 2009 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче 93 çула çитсе вилчĕ.
Хăйĕн мăшăрĕпе 2 хĕр пăхса çитĕнтерчĕç. Аслă хĕрĕ Алла, 1947 çулта çуралнăскер, Ригăра пурăнать, ют çĕршыв чĕлхисемпе ĕçлет. Вĕсен ывăлпа хĕр тата 2 мăнук. Кĕçĕн хĕрĕ Ира 1950 çулхи, Краснодарта культурăпа искусство Академийĕнче ĕçлет, спорт ташшисен ансамблĕн балетмейстерĕ тата ертÿçи. Вĕсен те ывăлпа хĕр тата 2 мăнук. Коля тетен мăнукĕсемпе вĕсен ачисем Мускавра та, Ригăра та, Краснодарта та... Америкăра та пур.
Эпир вара, Василий Миронович Ашмаринăн ачисем, пĕр тăван Владимир, Валерий, Василий, Венера, Валентина тата Вера, пирĕн Коля тете – Николай Миронович Ашмарин – Тăвай районĕн историйĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупасса, ентешĕсем унăн ырă ĕçĕсене яланах асра тытасса шанатпăр.
Ашмаринсен йăхĕнчен чылайăшĕ Тăвай районĕнчех пурăннă (Роман, Мария, Василий тата ыттисем), анчах Çĕпĕре куçса кайнисем тата ытти çĕре саланнисем те пур. Вĕт Аннăпа Мирон Ашмаринсен 11 ачана та çитнĕ, теççĕ. Чăн та, хăш-пĕрисем пĕчĕклех е çамрăк чухне çĕре кĕнĕ. Хуть ăçта та Ашмаринсем Тăван çĕршывăн патриочĕсем, çĕршывшăн усăллă çынсем пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика