27 апреля 2010 г.
Кăçалхи апрелĕн 7-мĕшĕнче район сучĕ федераллă тата республика бюджечĕсенчен килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитсемпе тĕрĕс мар усă курнăшăн, çавна май пĕчĕк процент тÿлесе тăнăшăн (РФ Уголовнăй Кодексĕн 159 статйин 2-мĕш пайĕ) Канаш хулинче пурăнакан С.Портновпа Тĕмер ялĕнчи А.Сорокина бюджет укçи-тенкине çаратнăшăн айăпларĕ.
2008 çулхи июньте А.Сорокин, Канаш хулинче С.Портнов предприниматель патĕнче (”Чанка” ООО) ĕçлекенскер, 7507 Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн хушма офисĕн заведующийĕпе килĕшÿ туса, ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх туянма тата выльăх витисене реконструкцилеме тесе, 300 пин тенкĕ кредит илет. Тĕрĕссипе, илекен суммăпа тĕллевлĕ усă курас шухăш та пулман унăн. Çав илнĕ суммăна вăл çав кунах С.Портнов предпринимателе парать, лешĕ унпа хăйĕн предприниматель ĕçне аталантарас тĕллевпе, усă курать. С.Портнов “ĕç ăнăçнăшăн” савăннипе А.Сорокина 10000 тенкĕ парса хавхалантарать.
Тепĕр уйăхран С.Портнов А.Сорокина строительство материалĕсем туяннине ĕнентерекен тавар тата касса чекĕсем пырса тыттарать. Лешĕ ăна ЧР ял хуçалăх министерствине тăратать. Тульккăш ултав çиеле тухать.
РФ Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 2-мĕш пайĕпе (малтанах килĕшсе ушкăнпа улталаса тунă преступленишĕн) килĕшÿллĕн суд С.Портнова 11 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме, А.Сорокина 180 сехет обязательнăй ĕçсенче ĕçлеттерме йышăнчĕ.