АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тата туллин тăратмалла (Занятость)

27 апреля 2010 г.

“Раççей Федерацийĕнче çынсене ĕçпе тивĕçтересси çинчен” РФ Законĕпе килĕшÿллĕн предприниматель ĕçне хупас е организацире ĕçлекенсен йышне (штатне) чакарас, работникпе ĕç паракан хушшинчи килĕшĕве пăрахăçлас пулсан, ĕç параканăн (работодатель) çавăн çинчен 2 уйăх малтан (уйрăм предпринимателĕн – 2 эрне малтан) ĕçпе тивĕçтерекен службăна пĕлтерсе хумалла. Унта ĕçсĕр юлма пултаракан çыннăн должноçне, профессине, специальноçне тата вĕсен тĕлĕшпе квалификаци требованийĕсене тивĕçтернине, кашни конкретлă ĕçлекенĕн ĕçшĕн тÿлемелли условийĕсене кăтартмалла. Енчен те ĕçлекенсен йышне е организацири работниксен штатне массăллăн чакарма шутланă пулсан, ун пирки 3 уйăх маларах пĕлтерсе хумалла;
тулли мар ĕç кунĕ (смена), çавăн пекех тулли мар ĕç эрни çине куçас е производствăна чарса лартас пулсан, йышăну тунăранпа çав процедурăсене пуçăниччен 3 ĕç кунĕ маларах пĕлтермелле;
ку е вăл организацие тытăнса тăма пултарайманнипе банкрота кăларасси çинчен, ĕçсĕр юлакана професси тĕлĕшĕнчен реабилитацилесси, инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшасси, инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли квота мĕнле пурнăçланса пыни, ĕç вакансийĕсем (ĕç вырăнĕсем) пурри çинчен уйăхсерен сведенисем памалла.
Ĕçпе тивĕçтерекен служба янипе пынă гражданина работодатель ĕçе илнĕ хыççăн 5 кунран юлмасăр направлени çине ăна хăш числора ĕçе илнине кăтартса çырать, ăна пирĕн службăна тавăрса пама тивĕç. Енчен те гражданина ĕçе илмеççĕ пулсан, ĕç паракан çав направлени çине гражданин хăйсем патне хăш кун ĕçе вырнаçма пынине тата мĕншĕн ăна ĕçе илменнине палăртса çырса гражданина тавăрса парать.
Тивĕçлĕ информацисене тăратманшăн е туллин тăратманшăн (е пăсса тăратнăшăн) ĕç паракана административлă йĕркепе (КоАПăн 19.7 статйи) явап тыттараççĕ (штраф тÿлеттереççĕ). Çавăнпа та пур сведение те вăхăтра тата туллин пама тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика