АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-анне чĕлхи темрен те паха (Общество, культура)

23 апреля 2010 г.

Атте-анне чĕлхи темрен те паха (Общество, культура)

Апрелĕн 25-мĕшĕнче республикăра çуллен Чăваш чĕлхин кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв ытахаль мар тăван халăхăмăрăн улăпĕн, чăваш культурин чаплă деятелĕн, халăхăмăра çутта кăларакан тата ку чухнехи чăваш çырулăхне тăвакан Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр вăхăта килет.
Чăваш çырулăхĕ утса тухакан çул пĕрре те ансат пулман. Çыру чĕлхине 18 ĕмĕртех йĕркелеме хăтланса пăхнă, анчах мехел çитереймен. Чăваш патшалăх архивĕнче чăвашсен пĕрремĕш кĕнеки – “Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка” (1769 ç.), Н.Золотницкин чăвашсен пĕрремĕш календарĕ “Солдалык кнеге” тата “Чуваш кнеге” "1866 ç." упранаççĕ. Чăн чăваш çырулăхĕ вара Иван Яковлевич Яковлевран, вăл тунă алфавитран пуçланнă темелле. 1872–1917 çулсенче чăвашла 700 яхăн кĕнеке пичетленсе тухнă, анчах вĕсенчен ытларахăшĕ – вырăсларан куçарнисем. Каярахри çулсенче чăваш грамматики, словарьсемпе справочниксем (паянхи кун – энциклопедисем) çапăнса тухаççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене аталанма, пуянлатма, илемлĕрех янăрама пулăшаççĕ.
И.Я.Яковлев шухăшĕсене пурнăçа кĕртме чаплă тюрколог Н.И.Ашмарин нумай пулăшнă (кăçал вăл çуралнăранпа 140 çул). Николай Иванович 17 томлă чăваш чĕлхин словарьне тăвать, унта чăвашсен 40 пин сăмахне кĕртнĕ. Çак сăмахсар чăваш пурнăçĕн хăйне евĕр энциклопедийĕ, халăхăмăрăн историйĕ, чăваш культурин ахахĕ-мерченĕ пулса тăрать. Унта йăла-йĕркене çырса кăтартнипе те, халăх медицинипе те, çут çанталăк çинчен, тĕнче мĕнле пулса кайни çинчен çырнипе тата ытти нумай-нумай ăнланупа тĕл пулатăн. Словаре, малтанхи 2 томĕ 1910 тата 1912 çулсенче тухсанах, вырăс тата ют çĕршывсен ăсчахĕсем тÿрех асăрханă, пысăк хак панă. “Чăваш халăхĕ çакăн пек паха словарь пурришĕн хăйне телейлĕ тесе шутлама пултарать”, – çырнă паллă тюрколог С.Е.Малов. Эпир çавăн пекех хамăрăн тăван чĕлхепе çырнă Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкайпа Яков Ухсай тата халĕ те çыракан ытти вуншар паллă çыравçă пуррипе те телейлĕ. Чăваш часах ак Библие те тăван чĕлхепе вулама пултарĕ. Пирĕн тĕллев – çамрăк ăрăва тăван культурăн, чĕлхемĕрĕн историйĕпе, халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, юрри-кĕввипе паллаштарасси. Çак ĕçре сире Чăваш патшалăх архивĕ пысăк пулăшу пама пултарать.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: халăхăмăра çутта кăларакан тата чăваш çырулăхне тăвакан Иван Яковлевич Яковлевпа паллă ăсчах Николай Иванович Ашмарин профессор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика