23 апреля 2010 г.
Иртнĕ эрнере Тăвайри вăтам шкулăн актовăй залĕнче районти шкулсенче вĕренекенсен патриотла сăввисен “Пурнăçшăн” республикăри конкурсăн пирвайхи тапхăрĕ пулчĕ. Пилĕк çул район шайĕнче пынă хыççăн кăçалтан вăл республика шайне çĕкленчĕ. Патриотизм теми яланах актуаллă, паянхи пурнăçпа тачă çыхăннă. Çавăнпа та çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшĕ пысăк унăн. Çак конкурса йĕркелесе яраканĕ хамăр ентеш (Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ), Павел Александрович Федоров, чăннипех пархатарлă ĕç пуçарнă. Вăл хăйĕн сăмахне тытма пĕлекен çын. Çавăнпа асăннă конкурса вăл Раççей шайĕнче те йĕркелеме пултаратех пуль. Иртнĕ çул Павел Александрович çине тăнипе районти шкулсенче вĕренекенсен патриотла сăввисен альманахне кăларнă. Кирлĕ ĕç ку.
Халĕ – кăçалхи конкурс пирки. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă. Çавăнпа та унта çав темăпа çырнă сăвăсем ытларах пулчĕç.
Конкурса пурĕ 36 ĕç тăратнă. Уйрăмах вăтам ÿсĕмрисен хастарлăхне палăртмалла. Эльпуç, Мучар, Тăрмăш, Тăвай шкулĕсенчен тăватшар-пилĕкшер çамрăк сăвăç хутшăнчĕ унта. Жюри 1-мĕш вырăна 6-мĕш класри Саша Немова (Мучар шкулĕ) пама йышăнчĕ. Хăйĕн “О герое” сăввине (вырăсла) вăл хамăр ентеше, Совет Союзĕн Геройне Петр Харитонович Бухтулова халалланă, кĕскен унăн кун-çулне сăнласа панă, вăл утса тухнă вăрçă çулне карттă ÿкерсех палăртнă. Саша хăйĕн ÿсĕм ушкăнĕнче 20 балл пухнă (жюри сăвă содержанийĕ темăна тивĕçтернине, çырас пултарулăха, автор ăна илемлĕ вулама пултарнине хак пачĕ) пĕртен-пĕр сăвăç пулчĕ.
Алексей Александров (Тăвай шкулĕ) “Салтак шăпи” сăвăпа 2-мĕш, Мария Кириллова (Тушкил шкулĕ) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
9–11 классенче вĕренекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна жюри членĕсем пурте пĕр шухăшлăн 10-мĕш класра вĕренекен Анастасия Михайлована (Тăвай шкулĕ). Вăл 9 куплетран тăракан тарăн содержаниллĕ сăввине пысăк туйăмпа, итлекенĕн чун-чĕрине хускатмалла вуларĕ. Итлесе ларакансене йывăр пулчĕ вăхăт-вăхăт куççуле тытса чарма. Настя сăвă çырас ăсталăха çине тăрсах вĕренет. Ку ĕçре ăна пултаруллă педагог С.В.Николаева пулăшса пырать. Сăмах май, çак конкурсра икĕ хутчен гран-при илме тивĕçнĕ Анна Сормова та унăн воспитанници пулнă. Конкурс пуçаракан та, жюри членĕсем те Анастасия Михайлована Гран-при парса палăртма йышăнчĕç. Çапла вара Настя çĕнтерÿçĕсем хушшинчи çĕнтерçĕ пулса тăчĕ.
2-мĕш вырăна “Куççулĕ юхрĕ асаннен...” сăвăпа Елена Федорова (Тушкил шкулĕ) тухрĕ. Лидия Коновапа (Йăнтăрчă) Оксана Петрована (Тăвай) жюри членĕсем иккĕшне те 3-мĕш вырăнсем пачĕç.
Конкурсра палăрнисене вĕрентÿ пайĕ дипломсемпе тортсем парса хавхалантарчĕ.
–Чылайччен иккĕленнĕ хыççăн эпĕ “Ылтăн перо” парне çирĕплетме, унпа пĕрле сертификат пама шут тытрăм, – терĕ Павел Александрович конкурса пĕтĕмлетсе каланă сăмахĕнче.
Пĕрремĕш сертификата иртнĕ çулсемшĕн Тĕмер шкулĕнче вĕренекен Марина Иванова илме тивĕçрĕ. Малашне “Ылтăн перо” парнепе 3 çулта пĕр хутчен парса чыслама палăртнă.
Конкурса Т.Шашкова лайăх ертсе пычĕ.