АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк режиссерăн пĕрремĕш ĕçĕ ăнăçрĕ (Культура)

23 апреля 2010 г.

Çамрăк режиссерăн пĕрремĕш ĕçĕ ăнăçрĕ (Культура)

“Мĕнле лайăх. Драматургĕ те, режиссерĕ те, артисчĕсем те хамăрăн”, – терĕç çынсем Тăвайри халăх театрĕ лартнă “Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи” ятлă спектакле курнă хыççăн. Пирĕн районта пурĕ виçĕ халăх театрĕ, тепĕр иккĕшĕ – Енĕш Нăрвашра тата Ураскассинче. Хăш-пĕр ялсенче драмкружоксем начар мар ĕçлеççĕ. Халăх театрĕсем кашни çулах, сцена çине çĕнĕ спектакль кăларса, хăйсен хисеплĕ ятне хÿтĕлеççĕ.
Тăвайри халăх театрĕ пĕлтĕр 40 çул тултарнине паллă турĕ. Çав тапхăрта ăçта ĕçлекен кăна хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене савăнтарман-ши. Юлашки çулсенче вырăнти артистсемпе В.Ашмарина режиссер ĕçленĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн Тăвайри халăх театрĕпе Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, “ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ” хисеплĕ ята илнĕ С.Иванов ĕçлеме кăмăл тунă иккен. Сергей Петрович Йăнтăрчă ялĕнче кун çути курнă паллă драматургăн Н.Сидоровăн произведенине суйласа илнĕ. Кĕске вăхăтрах “Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи” спектакле хатĕрлесе çитернĕ вĕсем.
Рольсене В.Чайкин (Прунька), Р.Маркова (Серафим), В.Александрова (Суйкка), И.Дмитриева (Шуркка), С.Дмитриев (Ванюш), Г.Ефимов (Илюш), О.Лисова (Натюш), В.Макаров (Ян Санович) аван вылярĕç.
Пьесăри ĕçсем ялта пулса иртеççĕ. Мĕнле кăна пăтăрмаха лекмеççĕ-ши ялта пурăнакансем куллен. Пĕрисем эрех парсан килти пурлăха та сутма хатĕр. Юратушăн тата еплерех тавлашаççĕ. Чипер хĕр хăй çине пăхтăр тесе алли е урине те шеллемеççĕ. Юнашар юратнă çын пултăр тесе картишĕнчи выльăхне те çавăттарса яма пултараççĕ. Паллаштару фирмин хуçи (С.Дмитриев) хăй çынсемшĕн “тăрăшса” савнă çыннисĕр чутах тăрса юлмасть. Юлашкинчен юрату çĕнтерет, çамрăксем пĕр-пĕрне кăмăлласах мăшăрланаççĕ.
Тăвай артисчĕсен, çамрăк режиссерăн ĕçне сумлă жюри хакларĕ. Шупашкартан хамăр ентешсем В.Кузьминапа Л.Галимова, Г.Большаков артистсем килнĕ. Культура, социаллă аталанупа спорт тата ял хуçалăх пайĕсен начальникĕсем Г. Масленниковпа В.Ванерке те курчĕç.
Спектакль вĕçленсен, куракансем чылайччен алă çупрĕç. Хăнасем пурте ăшă сăмахсем каларĕç, ĕçтешне режиссер тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçласа пыма сунчĕç. Тăвайри халăх театрĕн режиссерĕ С.Иванов артист спектакле епле сцена çине кăларнипе кĕскен паллаштарчĕ, малашне ку енĕпе тата хавхалануллăрах ĕçлеме пулчĕ, куракансене, спектакльте вылякансене тав турĕ. Геннадий Арсентьевич С.Дмитриева, В.Чайкина, В.Макарова пултаруллă пулнăшăн Тав çыравĕсем, ыттисене парнесем, чечек çыххисем пачĕ. Сергей Петровича вырăнти артистсене çÿллĕ шайра хатĕрленĕшĕн, Вера Кузьминичнăна районти халăх театрĕсене пулăшсах пынăшăн, тăван ене килсех çÿренĕшĕн тав турĕ вăл. Владимир Алексеевич паллă ентешне, В.Кузьминана тăван ялĕ çинчен çырнă кĕнекесем парнелерĕ. “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн представителĕ Н.Петрова артистсене пурне те асăнмалăх сувенирсем парса савăнтарчĕ. Тăвайсем хăйсен пултарулăхĕпе ытти ялсенче те паллаштарасшăн.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри халăх театрĕн артисчĕсем.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика