АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансене упрăр (Общество, экология)

23 апреля 2010 г.

Çанталăк ăшăнса пынă майăн тавралăх юртан тасалса çитесех пырать. Çавна май куç умне çÿп-çап, ытти ăпăр-тапăр тухать. Вăрмансем çывăхне вырнаçнă ялсем тавра тата асфальтлă çулсен айккисенче уйрăмах нумай вĕсем: пур çĕрте те пакетсем, пластик савăтсем, йăлари каяшсем сапаланса выртаççĕ. Хăш-пĕр чухне вăрманти çул çине машинăпах тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çÿп-çап тăкса хăварнă тĕслĕхсем пулаççĕ.
“Канашри лесничество” патшалăх учрежденийĕ кашни çулах вăрмансене илемлетсе хатĕрленĕ 36 аншлаг туса вырнаçтарать, канмалли хăтлă вырăнсем йĕркелет. Анчах, шел те, вĕсене çу каçа темиçе хутчен те тÿрлетме, юсама тивет. Мĕншĕн тесен вĕсене ватаççĕ, кану площадкисен варринчех вут чĕртеççĕ. Канакансем пулнă хыççăн вăрманçăсен унта хăйсен çÿп-çап, ăпăр-тапăр нумай пухма тивет. Шел, канакансем çакна хăйсем тăваймаççĕ тейĕн.
Тăвай районĕн территорийĕнче 12332 гектар вăрман, çав шутра 1000 гектарне лăсăллă йывăçсем йышăнаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен пулнă вăрмансем 327 гектар, çакăнтан 144 гектарĕнче лăсăллă культурăсем ÿсеççĕ. Вĕсем пушар хăрушлăхĕ енĕпе 1-мĕш класа кĕреççĕ. Ку вăрмансем çырмасемпе тип варсем, юхан шывсем тăрăх вырнаçнă, вĕсен хушшипе е çумĕпе çулсем иртеççĕ, çавăнпа вĕсенче çынсем нумай пулаççĕ, вут чĕртеççĕ, пушар хăрушлăхне ÿстереççĕ. Вăрмансем 70–90 процент таран вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе, пушар хăрушлăхĕн правилисене пăснипе е вут-çулăмпа ашкăннипе тивсе илеççĕ.
2009 çул пушар хăрушлăхĕ тĕлĕшпе йывăр пулчĕ, хăш-пĕр кунсенче вăрмансемпе чикĕленсе тăракан ял хуçалăх предприятийĕсен çĕрĕсенчи кивĕ курăка темиçе хутчен чĕртсе яни те пулчĕ. Ун пек çĕре лесничествăн пушар командисем вут-çулăма сÿнтерме вăхăтра çитсе ĕлкĕрнипе çеç вăрманлăхсене вут-çулăмран хăтарса хăварма май килнĕ.
Хальхи вăхăтра лесничествăра 2010 çулхи пушар хăрушлăхĕн сезонне хатĕрленеççĕ. Ку тĕлĕшпе районсемпе вăрманти пушара сÿнтерессипе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли тата ку енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планĕсене туса хатĕрленĕ, килĕшсе çирĕплетнĕ. Кашни участокри лесничествăра пушар сÿнтерме хăвăрт çитсе ÿкекен ушкăнсем йĕркеленĕ, вут-çулăма сÿнтерме техника уйăрнă, халĕ пушар сÿнтермелли нормативлă инвентарьсене комплектлаççĕ. Пушар хăрушлăхĕ пысăкрах вырăнсемпе патруль маршручĕсем йĕркеленĕ. Вăрманта ĕçлекенсене, мастерсене пушарпа кĕрешмелли ятарлă программăпа вĕрентеççĕ. Вĕренÿ вĕçленсен практикăлла занятисем пулаççĕ. Çулленех май уйăхĕн пуçламăшĕнче районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру штабĕ ертсе пынипе эпир ПЧ–15, ПЧ–45 пушар чаçĕсемпе пĕрле тата лесничествăн пушар командине тата специализациленнĕ подразделенисене (васкавлă пулăшу, çыхăну, пушар газ участокĕ) явăçтарса вăрманти пушара сÿнтерессипе вĕренÿ ирттеретпĕр.
Вăрманти пушарсем ытларах чухне ял поселенийĕсемпе ял хуçалăх çĕрĕсенчи кивĕ те типĕ курăка пăхса-контроллесе тăракансăр çунтарнă чухне, вут-кăвара сÿнтермесĕр хăварсан тухаççĕ. Типĕ те çиллĕ чухне вут чĕртмесен лайăх. Çакăнсăр пуçне вут чĕртнĕ вырăн тавра ăна çунса сарăлма май паракан япаласем ан пулччăр. Вут чĕртнĕ вырăн çывăхĕнче шыв е ытти сÿнтермелли хатĕрсем пулсан аван.
Çĕр фончĕн хуçисен çакна та пĕлсе тăмалла: Чăваш Республикинчи Министрсен Еабинечĕн 2010 çулхи мартăн 9-мĕшĕнчи 3-мĕш номерлĕ кăтартăвĕпе типĕ курăка çунтарма чарнă.
Вăрман тараватлăхĕ нихăçан та инкекпе ан вĕç-лентĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика