23 апреля 2010 г.

Чутей ялĕнчи пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлекен пултаруллă, ĕçчен те сатур вĕрентекен пурнăçĕпе паллаштарас тетпĕр. Ахальтен мар. Çур ĕмĕр çитрĕ вăл çуралнăранпа. Пирĕн хисеплĕ Наталья Сергеевна Куракина 1960 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Алтай тăрăхĕнче çуралнă. Ашшĕ, Зайцев Сергей Хрисанович, Оренбург облаçне çеçенхир тăрăхне вербовкăпа хула тума тухса кайнă пулнă. Ултă уйăх иртсен, мăшăрĕ, Галина Алексеевна та, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр упăшки патне çул тытать. Алăри пĕчĕк ачапа, Наташăпа, хура кĕр пуçлансан, унта çитме çăмăлах пулман: ăçта машинăпа, ăçта çуран, ăçта стройка валли хатĕрсем турттаракан машинăсемпе çитес çĕре çитнĕ. Çул çинче шăннипе çамрăк ача питĕ вăйлă чирлесе ÿкет, ăна тухтăрсем питĕ тăрăшнипе çеç çăлса хăвараççĕ. Малтан икĕ çул палаткăсенче, тимĕр кăмака лартнă бараксенче пурăнкаланă.
Хула ÿссе пынă. 1964 çулта, шăллĕ çуралсан, пĕчĕк хĕр ача садике çÿреме пуçланă. Çул çитсен шкула кайнă. Çемье 1969 çулта Чутей ялне куçса килнĕ. Виççĕмĕш класра Наташăна Мария Афанасьевна Григорьева вĕрентет. Пĕчĕк хĕр пĕрчи хăйĕн вĕрентекенне манса каймасть, çав тери юратнăран паянхи кун та ятне-шывне асра тытать, тен, çавăнпах пуль, учитель профессине алла илме ĕмĕтленет.
Вăл Чутейри сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухать. Унтанпа 33 çул иртнĕ, апла пулин те класс ертÿçи пулнă Раиса Ивановна Иванова, химипе вĕрентнĕ Павел Леонтьевич Леонтьев яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, вĕсем ăна пурнăçра чăн-чăн Çын пулма вĕрентсе пынине асрах тытать. Вĕрентекенĕсем Наталья Сергеевна чун-чĕрине хĕвелĕн çутă пайăрки пек вырнаçса юлнă.
Пултаруллă хĕр 1977 çулта И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне, историпе филологи факультетне вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕрет. Кунта та вăл хастаррисенчен пĕри пулса тăнă. Профсоюз, комсомол енĕпе студентсем хушшинче лидер шутланнă, яланах малалла ăнтăлнă. Виççĕмĕш курсра пурнăçри шăпине тĕл пулса çемье çавăрнă. 5-мĕш курс тĕлне аслă хĕр ачи Аня çуралнă. Çывăх çынсем юнашар пулнипе, пулăшнипе аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерет. Малалла Ленинграда аспирантурăна вĕренме кайма сĕннĕ, анчах çамрăк ача амăшне тăван ял хăй патне туртнă. 1982 çулта Чутейри 8 çул вĕренмелли шкулта учитель ĕçне истори предметĕнчен пуçланă. Икĕ çул тĕрлĕ предметсем вĕ-рентнĕ.
1984 çулта Чутейре вăтам шкул уçăлать, 6 çул организаторта ĕçлет Наталья Сергеевна. 1991 çултан пуçласа паянхи кунччен вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе пырать. Унăн ĕçне пысăка хурса хакланă вăхăтсем: 1989 çулта республикăри вĕрентÿ министерствин пĕрремĕш грамотине илнĕ, 2001 çулта – Раççей грамоти, 2002 çулта – аслă категориллĕ учитель, 2007 çулта Раççей Президенчĕн Грантне тивĕçет, 2009 çулта “Хальхи вăхăтри класс ертÿçи” Раççей конкурсĕн лауреачĕ ята илме пултарнă.
Хаклă ĕçтешĕмĕр шкулта 27 çул ĕçленĕ хушăра çĕршер ачана пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă, ума лартнă çутă тĕллевĕсемпе ырă ĕмĕт-шухăшĕсене пурнăçласа пыма хавхалантарнă. Вĕрентекенĕн çитĕнĕвĕсем çинчен асăнса та пĕтерес çук. Юлашки пилĕк çулта çеç унăн воспитанникĕсем вырăс чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ районти олимпиадăра 11 хутчен мала тухнă, 2 вĕренекенĕ çĕнтерÿçĕ пулнă, республикăра 1 хутчен малтисен йышне кĕнĕ. Унăн вĕренекенĕсем пултарулăх конкурсĕсенче çулсерен шкул чысне хÿтĕлеççĕ, малти вырăнсем йышăнаççĕ.
Мăшăрĕпе, Вениамин Романовичпа, икĕ хĕр те пĕр ывăл пăхса çитĕнтерчĕç. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ: Аня Хусанта инженер-технологра вăй хурать, Светлана икĕ аслă шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта юристра ĕçлет, кĕçĕнни, Сергей, “Татэнерго” специалисчĕ, Хусанта аспирантурăра вĕренет.
Хисеплĕ Наталья Сергеевна, ĕçтешĕрсенчен юбилей саламĕ йышăнсамăр, ĕмĕр-ĕмĕр ырлăхлă-сывлăхлă пулăр, малашнехи пурнăçăр та çутă та пурлăхлă, иксĕлми телейлĕ пултăр, ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Турă сире яланах хăйĕн юратăвне парса тăтăр, çемьере килĕшÿпе юрату пулччăр.