АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăлла апатлану çитĕнÿсем тăвать (Торговля)

23 апреля 2010 г.

Обществăлла апатлану çитĕнÿсем тăвать (Торговля)

Çак кунсенче “Тăвайри кооператив” потребобществăн обществăлла апатлану уйрăмĕнче вăй хуракансен çитĕнĕвĕсемпе çывăх паллашма тÿр килчĕ. Чылайранпа Вера Анатольевна Александрова ăнăçлă ертсе пырать асăннă коллектива. Вăл кунти ĕçе пĕлсе йĕркелесе тăрать. Ольга Ивановна Автина технолог пирки те ăшă сăмахсем кăна калаççĕ ĕçтешĕсем. Марина Геннадьевна Арапова бухгалтер хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлать.
“Туслăх” кафене апатланма çÿрекенсем пĕлеççĕ ĕнтĕ кунта тĕрлĕ блюдăсем хатĕрленине. Яшка, пăтă, шаркку, салатсем, чей, компот – тархасшăн, хăшне кăмăллатăн, çавна суйла. Кирлĕ пулсан шашлык та тутанма пулать тата ыттине те.
Раиса Витальевна Кузьмина, Светлана Ивановна Иванова, Галина Николаевна Куклова поварсем нумайранпа вăй хураççĕ кафере. Блюдăсем хатĕрлес ăсталăха тăтăшах ÿстерсе пыраççĕ вĕсем. Районта, Чăвашпотребсоюзра ирттерекен конкурссемпе куравсене хутшăнса мухтава тивĕçлĕ пулаççĕ. Тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах илем кÿреççĕ общепит ĕçченĕсем. Надежда Геннадьевна Никонова повар та маттур. Галина Витальевна Сергеева тасалăхшăн тимлет.
Кондитер цехĕнче тăрăшакан хĕрарăмсем пĕçернĕ пĕчĕк кукăльсене, пÿремечсене, пашалусене, хуплусене, пелĕшсене, тортсене тата ыттине те тутанман çын юлман пулĕ пирĕн таврара. “Вĕри, çемçе, кăмакаран тин тухнă”, – тесе мухтаççĕ çынсем. Районта пурăнакансем ĕçе кайнă вăхăталла асăннă коллектив хăйĕн изделийĕсене магазинсемпе буфетсене валеçме ĕлкĕрет. Ирех ĕçлеме пуçлаççĕ вĕсем. Светлана Владимировна Лашманова, Елена Егоровна Юсова, Галина Петровна Степанова, Лидия Васильевна Васильева, Надежда Васильевна Алексеева, Светлана Николаевна Петрова, Наталья Александровна Сергеева аллисем выляса кăна тăраççĕ. Куç хупса иличчен кукăль е пелĕш кăмакана лартма хатĕр пулать.
“Çамрăклăх”, “Шуçăм”, Енĕш Нăрвашри закусочнăйĕнчисем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Районти шкулсенчи буфетсем, администраци çурчĕпе автовокзалри киосксем çынсемпе вĕренекенсене пахалăхлă таварсемпе тивĕçтереççĕ.
Лицензи илнĕ хыççăн районта “Тăвайри общепит” тулли мар яваплăхлă общество ĕçлеме пуçлассине пĕлтĕмĕр. Çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене хаваспах çул параççĕ иккен потребобществăра.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: “кондитер цехĕнчи хăш-пĕр ĕçченсем.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика