АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуянкассисен дублĕ (Образование, спорт)

20 апреля 2010 г.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ те ачасем каникулта пулнă вăхăтра шкулсенче ĕçлекенсем хушшинче çуллен волейбол турнирĕ йĕркелет.
Хĕрарăмсем хушшинчи ăмăртусене кăçал 9 команда хутшăнчĕ. Икĕ ушкăна пайланса вылянă хыççăн ушкăнсенчен нăрвашсемпе пуянкассисем тата тушкилсемпе тăрмăшсем мала тухрĕç. Финалта нăрвашсемпе пуянкассисем, 3-мĕш вырăншăн тушкилсемпе тăрмăшсем вылярĕç. Пуянкассисем нăрвашсене 2:1,
тушкилсем тăрмăшсене 2:0 шутсемпе парăнтарчĕç.
Иртнĕ çул 3-мĕш вырăн йышăннă пуянкассисем кăçал çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.
Арçынсем хĕрарăмсем пек тулли командăсемпе выляймарĕç (пĕтерет арçын вĕрентекен сахалли), çавна пула “пляж” волейболĕ выляма тиврĕ. Ку вара вăй-хала чылай пĕтерет (чупса ĕлкĕр-ха площадкипе виççĕнтен!). Вылякансен йышĕ те пĕртте улшăнман. ДЮСШн – В.Захаров, Н.Давыдов, В.Кузнецов, Пуянкасси шкулĕн – С.Кириллов, О.Гурьев, П.Романов. Финалта, иртнĕ çулхи пекех, ДЮСШ тата Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн командисем тĕл пулчĕç. Пĕрремĕш партие тренерсем выляса илчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче ăнăçу шкул команди енче пулчĕ. Тушкилсем иртнĕ çулхи çухатушăн йăнтăрчăсенчен 2:0 шутпа реванш илчĕç, 3-мĕш вырăна тухрĕç. Çапла вара Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче ĕçлекен хĕрарăмсемпе арçынсем дубль турĕç, икĕ кубок çĕнсе илчĕç. Мала тухнă командăсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика