16 апреля 2010 г.

Район центрĕнчи Ленин проспектĕнчи 54-мĕш çуртра ытларах Тăвайри больницăра тăрăшакансем пурăнаççĕ. Вĕсенчен çурри ытла район хаçачĕпе туслă. Ытларахăшĕ ăна альтернативлă майпа çырăннă. Акă, Никитинсен, Семеновсен, Михайловсен, Антоновсен, Павловсен, Васильевсен, Петровсен, Назаровсен, Араповсен çемйисенче “Ял ĕçченĕ” юратнă хаçат пулса тăнă.
Людмилăпа Михаил Голубевсем район хаçачĕпе икĕ çул каялла туслашрĕç. Çакăн хыççăн кашни çур çултанах подпискăна малалла тăсаççĕ.
–“Ял ĕçченĕ” – район хыпарçи. Тăвай Ен пурнăçне анлăн çутатать хаçат. Усăллă канашсем те пичетленеççĕ. Программа пурри аван, – тет Людмила Петровна.
Л.Голубева районти тĕп больницăра вăтăр çул ытла медсестрара ĕçлет. “Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, – терĕç ун пирки ача-пăча консультацийĕнчи ĕçтешĕсем.– Типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ те вăл. Мăшăрĕпе, прокуратурăра водительте ĕçлекен Михаил Петровичпа иккĕшĕ хĕрпе ывăл пăхса ÿстернĕ, çемьелентернĕ, асанне-кукамай, асатте-кукаçи пулнă”.
Сăн ÿкерчĕкре: Л.Голубева район хаçачĕн çĕнĕ номерĕпе.
А.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.