АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл вăрмансем, йывăç-тĕм ÿстерме пулăшать (Общество)

16 апреля 2010 г.

Нумаях пулмасть Раççейри Наукăсен Академийĕн икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕн Н.В.Цицин ячĕллĕ Тĕп Ботаника сачĕн Шупашкарти филиалне ертсе пыракан Ю.А.Неофитов 70 çул тултарчĕ.
Юрий Александрович – пирĕн ентеш, вăл 1940 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ялти 7 çул вĕренмелли, Эльпуçĕнчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă, колхозра электромонтерта тăрăшнă, Казахстанра тыр-пул пухса кĕртес ĕçсене хутшăннă.
1969 çулта Алма–Атари ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалист Кокчетав облаçĕнчи “Союзгипролесхоз” институтăн Çурçĕр Казахстанри филиалĕнче 20 çула яхăн тăрăшать, тĕп инженера çити ÿсет. Унăн проекчĕсем тăрăх сахал мар вăрман лартнă, плантацисем, хуласем тавра ешĕл зонăсем, вăрман питомникĕсем тунă. Производствăра тăрăшнипе пĕрлех вăл ăслăлăх ĕçĕ пирки те манман. 1974 çулта Казахстанри вăрман хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн аспирантурине вĕренме кĕрет, Красноярскра Çĕпĕрти технологи институтĕнче вĕренет. 1981 çулта кандидат диссертацине хÿтĕлет. Казахстанри вăрман хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институтĕнче наука сотрудникĕнче, ученăй секретарьте, “Орман” наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче ĕçлет. Вăл тăрăшнипе Казахстанăн çерем уçман облаçĕсенче, Алтай тăрăхĕнче, Хĕвел Анăç Çĕпĕрĕн кăнтăр районĕсенче пĕрремĕш хут вăрмансенчи йывăçсене пахалассине ĕçе кĕртеççĕ.
1990 çулта Мускаври Аслă Аттестаци Комиссийĕ Юрий Неофитова аслă наука сотрудникĕн ятне панă. Тепĕр çултан ăна конкурс йĕркипе Шупашкарти Ботаника садне ертсе пыма уйăраççĕ. Вăл мăшăрĕпе тăван республикăна куçса килет.
Мĕн кăна çитĕнтермеççĕ сăнав йĕркипе Шупашкарти Ботаника садĕнче: тĕрлĕ йышши сиплĕ курăксем, çĕршер тĕрлĕ йывăç-чечек, улма-çырла йывăçĕсем тата ыт.те. Тĕрлĕ йышши йывăç-курăк тĕсĕсене республикăра сарассипе нумай вăй хурать. Вăл Алма-Ата апортне (авалхи шултра панулми сорчĕ) кунти условисенче ÿсме хăнăхтарнă. Тăвайри спорт комплексĕн территорийĕнче дендрари уçас ĕçĕн пуçаруçи пулнă. Тăван района пулăшма яланах хатĕр.
Ю.Неофитов Чăваш Республикинчи Инженерипе технологи академийĕн действительнăй членĕ, Пĕтĕм тĕнчери Ботаника сачĕсен Мускаври уйрăмĕн, Раççейри Ботаника сачĕсен Канашĕн бюровĕн, Чăваш Республикинчи вăрман енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн членĕ тата ытти те.
Мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ.
Юрий Александровича 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе ăнăçусем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика