16 апреля 2010 г.
Коммуналлă хуçалăха миçе çул, унăн кăткăс ыйтăвĕсем те çавăн чухлĕ ÿссе нумайлансах пынă тесе шутлатăп. Пирĕн районта та татса паман ыйтусем туллиех. Акă Тăвай ялĕнчи хăш-пĕр çуртсене çирĕм-вăтăр çула яхăн капиталлă юсав туман. Нумай хваттерлĕ уйрăм çуртсем çурăлса кайнă, хăш-пĕр çуртсен балконĕсем çуртран уйрăлса халь-халь персе анас пек тытăнса тăраççĕ. Подъезд тăрринчи навессем ÿкес хăрушлăхсем те пур. Кусем, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, РТПри 38-мĕш çурт, Ленин проспектĕнчи 10, 34, 50 тата 52-мĕш çуртсем. Чылай çуртăнне тăррисене улăштармалла, вĕсем шăтса хавшанă. Çуртсем çумĕнчи отмосткăсем нумай ванса пĕтнĕ. Ленин проспектĕнчи 28, 30, 32, 52, 54-мĕш çуртсенче пурăнакансем вара çуртсен тăрри тÿрĕ пулнипе е шыв кайнипе хĕлĕпе тертленеççĕ е çулла хĕвел хытă хĕртнипе антăхса ниçта кайса кĕме пĕлмеççĕ. Çуртсенче отоплени тата шыв пăрăхĕсене улăштарма тахçанах вăхăт çитнĕ. Котельнăйсенчен пыракан отоплени магистралĕсем те тутăхса çĕрсе пĕтнĕпе пĕрех. Çуртсенчи ăшă паракан узелсем тутăхса шăтнă, вĕсене улăштармалла. Проблемăсем çулсерен хушăнсах пыраççĕ. Асăннă çак ыйтусене татса парас тĕллевпе туса хунă пулнă та ĕнтĕ Тăвайра пирĕн “Мастер” ООО управляющи компанине. Пурнăçланă ĕçсем çинчен эпир кашни çулах халăха отчет туса пама тивĕç, çавна май та çыратăп çак йĕркесене. Пирĕн компани пĕлтĕрхи январь уйăхĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Çак вăхăтран тытăнса 2010 çулхи февралĕн 18-мĕшĕччен ĕçлеме май килчĕ. Çапах та çак кĕске тапхăрта та нумай ĕç туса ĕлкĕртĕмĕр. Тумалли вара татах та нумай. Патшалăх, республика, район пулăшнипе тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсав укçин 5 процентне пуçтарнипе эпир Тăвайри çичĕ çуртра капиталлă юсав туса ирттерме пултартăмăр. Вĕсем – Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ 17, 23, 24, 27, 29, Строительная урамри 3-мĕш тата РТП территорийĕнчи 1-мĕш номерлĕ çуртсем. Асăннă çуртсенче отоплени, шыв тата канализаци пăрăхĕсене улăштарнă, çуртсен тăррисене юсанă, çĕнĕрен витнĕ. Ăçта май килнĕ, унта отмосткăсене те юсама тăрăшнă. Анчах кунта пĕр лайăх мар япала сиксе тухрĕ. Малтан капиталлă юсав калăпăшĕн суммин 5 процентне тÿлетпĕр тесе килĕшнĕ нумай хваттерлĕ çурт хуçисем çак парăма татма шухăшламарĕç те. Уйрăмах Ленин проспектĕнчи 17, 29-мĕш тата Строительная урамри 3-мĕш номерлĕ çуртсенче пурăнакансем. Лараççĕ пулĕ халь патшалăха улталарăмăр тесе. Анчах сирĕн памалли укçана компанин кивçен илсе тÿлесе татма тиврĕ. Пурĕ çитмĕл пине яхăн. Халĕ çав суммăна хамăрăнах тавăрса пама лекет ĕнтĕ. Ÿлĕмрен ун пекки пулмĕ. Патшалăх çав 5 процента малтан пуçтарма хушать, вара çакăн хыççăн тин нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсав пирки ĕмĕтленме пултараççĕ. Пуçтармасан, юсав пулмасть.
Маларах асăннă нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав пынă вăхăтрах эпир 39 çуртра вак-тĕвек юсавсем туса ирттернĕ. Пилĕк çуртăн çемçе çивиттине, 32 çуртра шифер витнĕ тăрăсене юсанă. 638 метр тăршшĕ электричество проводисем улăштарнă, электричество сÿнтерекен 75 автомата, 87 электрощита юсаса ĕçе кĕртнĕ. Çак вăхăтрах 52 метр тăршшĕ отопленин шăтнă тимĕр пăрăхĕсене полипропиленпа улăштарнă, 223 метр тăршшĕ çĕрсе шăтнă шыв пăрăхĕсене тимĕр пластика пăрăхсемпе улăштарса çĕнетнĕ. Усă курнă шыв калăпăшне виçмелли 14 счетчик лартнă тата çиччĕшне юсанă. Нумай хваттерлĕ хĕрĕх çуртра отоплени системине çунă, 162 вентильпе задвижкăсем юсанă е урăххипе улăштарнă. Виçĕ çуртра электроэнергипе усă курнине пĕрле шута илекен счетчиксем çĕнĕрен лартнă. Хăш çуртра капиталлă юсав ирттернĕ, вĕсенче пуринче те шыв, отоплени тата электроэнерги счетчикĕсене улăштарнă, паллах, пĕрле шута илекеннисене "общедомовойсене". Ваннă 14 тăв. метр кантăка çĕнĕрен лартнă. Икĕ çуртăнне цоколĕсене юсав тунă, виçĕ подъезда тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсенче пурĕ 14 тимĕр алăк вырнаçтарнă.
Пирĕн “Мастер” управляющи компанийĕ ĕçленĕ вăхăтра пурĕ 146 заявлени, сĕнÿ тата жалоба пырса кĕнĕ. Вĕсене пурне те вăхăтра татса пама тăрăшнă. 127 заявленипе тивĕçлĕ йышăну тунă. 19-шĕпе ĕçсене çулла пурнăçламалла тесе палăртса хăварнă.
Декабрь уйăхĕнче Тăвайри культура çуртĕнче район тата ял поселенийĕн администрацийĕсенчен представительсем чĕнсе “Янтиковское” ТСЖ тата “Мастер” УК ОООна кĕрекен нумай хваттерлĕ çуртсен управляющийĕсем умĕнче отчетсем туса панă, çурт хуçисен юлташлăхĕн çĕнĕ председательне суйласа хăварнă.
Паллах, пирĕн ĕçре те кăлтăксемсĕр мар ĕнтĕ. Ĕçĕ те çăмăл мар, çынсен пурнăç условийĕсене тивĕçтерессипе тÿрремĕн çыхăннă. Акă отоплени системисене пĕлтĕр начартарах çуса тасатни палăрнă. Çынсене хамăр пурăнакан çуртсене хамăрăнах упраса усрама кирлине те пурне те хăнăхтарса çитерме май килмерĕ. Тата ытти çитменлĕхсем те пур ĕнтĕ, çынсене лайăхрах курăнать. Анчах та маларахах асăнтăмăр, эпир çав çитменлĕхсене пĕтерсе пыма тимленĕ. Çурт хуçисен хăйсен те вăй çитнĕ таран пулăшмалла çак пархатарлă ĕçре. Мĕншĕн тесен пурте йĕркеллĕ пулни çуртсенче пурăнакансемшĕн хăйсемшĕнех лайăх.
2010 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчен пирĕн “Мастер” ООО управляющи компанин нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрса юсав туса пыма пăрахма лекрĕ. Халĕ Тăвайра çак ĕçсене “УК ЖКХ Янтиковского района” ООО компанийĕ туса пырать. Çапла вара малашне хăшĕ мĕнле ĕçленине танлаштарма та май пулĕ. Çакна та асра тытасчĕ: хамăр пурăнакан çурт-йĕршĕн, вырăншăн чи малтанах хамăрăн тăрăшасчĕ, хамăр пурăнакан çуртсене юхăнма парас марччĕ. Пирĕн “Мастер” ООО управляющи компанийĕ халăха электричество кĕртсе пама, çав енĕпе юсавсем тума, сантехника тата строительство ĕçĕсенче пулăшу пама пултарать. Батарейăсене улăштармалла е çумалла пулсан та пирĕн пата шăнкăравлама пултаратăр.