АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризм вăй ан илтĕр (Правопорядок)

16 апреля 2010 г.

Татăклă шухăшсемпе мерăсем майлă пулнине "хыççăн кайнине" экстремизм, теççĕ. Пĕр-пĕр халăха хирĕçлесе чĕнсе каланине те унта кĕртеççĕ. Экстремистсем хăратса влаçа хăйсен аллине илесшĕн.
Енчен те çакнашкал чĕнсе каланисене пурнăçлама май килмесен тата тискертерех утăм тăвакансем те пур. Ку вăл – терроризм.
Раççей Федерацийĕнче терроризма хирĕçлекен закона 1998 çулта йышăннă. Терроризм вăл – уйрăм çынна е пĕр-пĕр организацие хăратса пусахлани, пуянлăха, пурлăх объекчĕсене пĕтересси çинчен пĕлтерни е вĕсене çынсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерессине шута илмесĕр, обществăлла йĕркелĕхе аркатас, халăха хăратса тăрас тĕллевпе, пĕр-пĕр çĕр-шывра вăрçă-харкашу пуçлама сирпĕтнине калаççĕ. Терроризм нумай тĕрлĕ пулать.
Раççейре пурăнакан ак, хăй закон хÿтлĕхĕнче пулнине çирĕп шанать. Çавăнпа вăл хăйĕн тарăхăвне палăртма васкамасть, кÿрентерекене тавăрмасть. Террористла ĕç тăвакансене тытса чарса закон тăрăх айăплаççĕ пирĕн çĕр-шывра.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче кăçал Мускав хулинчи метрора умлă-хыçлă икĕ взрыв пулчĕ. Унтан темиçе кун иртсен – Дагестанра, Ингушетире. Çакнашкал терроризмла ĕçсене пула чылай мирлĕ çын пурнăçĕ татăлнă, аманнисем те нумай. Взрыв туса тĕрлĕ халăха хăратса тăрассипе чылайранпа кĕрешеççĕ пулин те, вăй илсех пырать вăл. Мускаври метрора çакнашкал хăрушă ĕç 6 çул каялла, 2004 çулта пулнăччĕ.
Сирпĕнекен япаласене автомашинăна, пĕр-пĕр сумкăна хурса е урăх тĕне йышăннă хĕрсемпе хĕрарăмсем хăй çумне çыхса тăваççĕ çĕр-çĕр çын пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерекен взрывсене.
Терроризмла ĕçсен çулне пÿлес тесе çĕр-шывра чылай ĕçлеççĕ. Кашни çурт, поезд, автобус çумне йĕркелĕх хуралçи çирĕплетеймĕн. Çавăнпа пирĕн хамăрăн питĕ тимлĕ пулмалла ку енĕпе. Кавказ çыннисем суйса, укçа парса регистрацие тăма пултараççĕ террористла ĕç тума хатĕрленсе. Ултавлă майпа хăйсен тĕнне йышăнтараççĕ е гипнозпа аташтараççĕ.
Çурт умĕнче хуçасăр ларакан автомашинăсем, тулли сумкăсем, вăрăм хура тум тăхăннă урăх наци çыннисем (вилĕм çыннисем) пирки шалти ĕçсен пайне пĕлтермелле. Урамрах тĕн кĕнекисем вулама сĕнекенсемпе те çыхăну тытма васкамалла мар. Сыхă çынна турă та упрать, тесе ахальтен каламан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика