АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейсĕр çын вырăнне хумастăп хама (Общество)

02 апреля 2010 г.

Кăмăл пусăрăнчăк вăхăтра пуçа ирĕксĕрех çак шухăш пырса кĕрет: телейсĕр вăхăтра çут тĕнчене килнĕ пулас эпĕ. Эпĕ çуралсан, тепĕр çултанах вăрçă пуçланать. Аттене фронта илеççĕ, вăл хыпарсăр çухалать. Çавна май атте мана алăсем çинче сиктернине те, унăн çăкăрне çисе ÿснине те астумастăп. Вăрçă çулĕсене килнĕ ачалăхăма тăм та иртерех тивнĕ ĕнтĕ. Аннене пĕчĕклех тырă вырма, çум çумлама пулăшаттăм. 10 çултах манăн ĕç кĕнеки çине стаж çырăнма тытăннă. Пĕр кун ĕçе тухнине чĕрĕк ĕç кунĕ шутлатчĕç. Çапла 16 çул укçасăр ĕçлерĕм. Сысна ферминче лавçăра тăрăшрăм, Шăмăршă вăрманĕнчен пĕренесем турттартăм. Ай, пĕртте çăмăл марччĕ-çке хĕллехи сивĕсенче инçе çула тухма! Çи-пуç япăх, çимелли çукрах. Трактор çуни çинче Шăмăршă вăрманне çити ĕнтĕркесе кай-ха хĕл кунĕнче. Çитсен, каçчен çунасене тиесе ĕлкĕрес тесе, лачкам тара ÿкиччен ĕçлеттĕмĕр. Унтан çав йĕпе тумтирпех çĕрĕпе сивĕ пĕренесем çинче ларса килеттĕмĕр. Ир çинче яла çитеттĕмĕр. Тăвайккинелле хăпарнă чух пĕренесем шуса тухса ÿкетчĕç, вара çĕнĕрен тиемеллеччĕ. Яла çитсен, çунасене пушататтăмăр та, кăппи-каппи апат хыпкаласа, каллех вăрмана кайма хатĕрленеттĕмĕр. Трактористсем ылмашăнатчĕç. Тепĕр чух пире те пĕрер кун кантаратчĕç. Шăмă витĕр тухассăн туйăнатчĕ вăрман нуши.
Пĕринче мана фермăна ĕне сума чĕнсе илчĕç. Дояркăра вăрах ĕçлемерĕм, мана учетчицăна куçарчĕç. Çав çулсенче Ленин ячĕллĕ колхозри ĕне ферми районта кăтартуллăччĕ. Тĕп зоотехникре Тохтасьев ĕçленĕ пек астăватăп, ăна пулăшаканĕ – Нина Васильевначчĕ. Фермăра сăвакан ĕне 200 ытла пуç пулнă. Сĕте куллен виçсе патшалăха ярасси, кашни 10 кунран контрольнăй сăвăм йĕркелесси, ирĕн-каçăн кашни ĕнерен сĕт мĕн чухлĕ антарнине виçесси (çу кунĕсенче, кĕтÿ тухсан, 3 хутчен виçмелле), сĕт çулăхне палăртасси тата ытти те манăн тивĕç шутланнă. Тата лайăх ĕнесен кăтартăвĕсене йăлтах уйрăм журнал çине çырса пынă. Лайăх выльăхсен пăрушĕсемпе кĕтĕве çĕнетес ĕçре усă курнă. Пур енĕпе те çирĕп учет кирлĕччĕ çав.
Çамрăк чух вĕренме май пулмарĕ, вара фермăра ĕçленĕ вăхăтра каçхи шкултан вĕренсе тухрăм, Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм. Çемьеллĕ, ачаллăччĕ эпĕ ун чухне. Аслă пĕлÿ илсен мана сысна фермине ертсе пыма шанчĕç. Ун чух заведующисем тăтăш улшăнатчĕç, никамах та 1–2 çултан ытла ĕçлемен. Хĕрарăм заведующи пулнине астумаççĕ те. 10 çул ертсе пыма тиврĕ коллектива. Грамотăсене, “Районти чи лайăх ферма заведующийĕ” ята тивĕçрĕм. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç ятăма, “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăларĕç.
Талпăнса туртакан лав çине кирек хăçан та ытларах тиеме хăнăхнă. Манăн та обществăлла ĕçсем нумайччĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем патĕнче халăх контроль ушкăнĕн председателĕччĕ. Ун чух сыснапа ĕне фермисем кăна марччĕ, чăх-чĕп, сурăх, пăру фермисем, лаша витисем (иккĕ те) пулнă. Тĕрĕслевсене ячĕшĕн ирттермен, яваплăх туйăмĕ пысăкчĕ. Çавăн пекех фермăсенче ĕçлекенсен пуçламăш парторганизацине ертсе пынă, хĕрарăмсен канашĕн членĕ, дружинник, çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслекен районти обществăлла инспектор, ял Совет депутачĕ пулнă. 1976–1980 çулсенче мана КПСС Чăваш обком членĕн кандидатне суйларĕç. Партин республикăри конференцийĕсене пĕр сиктермесĕр çÿренĕ, вĕсенче мĕнле ыйтусем сÿтсе явнине яла килсен ял ĕçченĕсене каласа кăтартнă.
Сакăр вуннăмĕш çулсем ман кун-çулăмри питех те йывăр, кулянмалли çулсем пулнипе асра юлчĕç. Малтан хуняçа, унтан анне, вара аллă кăна тултарнă упăшка йывăр чире пула çĕре кĕчĕç. Мĕн чухлĕ чăтма пултарать çын чĕри. Эпĕ вут çинчи пек ăшалантăм. Аслă ывăла Олега 3 çуллăха тинĕс-çар флотне службăна илчĕç. Темиçешер уйăх çырусăр. Афган вăрçи пыратчĕ те, çав çулсенче эпĕ чунпа пурăнман. Чĕрем çунса тухатчĕ. Телей тени ман тĕлтен айккипе иртейсе кайнăн туйăнатчĕ.
1989 çулхи майăн 14-мĕшĕнче ывăл салтак тивĕçне пурнăçласа киле таврăнчĕ. Тепĕр кунне унăн çуралнă кунĕччĕ, майăн 16-мĕшĕнче – кĕçĕн хĕрĕн Ольгăн. Çуралнă кунĕсене пĕрле паллă тума ачасем торт та илсе хунăччĕ. Анчах майăн 15-мĕшĕнче пирĕн çемье çине калама çук пысăк хуйхă йăтăнса анчĕ. Çав кун шкултан тин таврăнайнă кĕçĕн ывăлăм 8 çулхи Борис йывăр автомашина айне лексе вилчĕ. Çав кунран Олегпа Оля çуралнă кунĕсене паллă тума пăрахрĕç. Чăннипех пăчăрăнни пек пуль чăваш çыннин чунĕ. Халĕ пĕлместĕп те, епле чăтса ирттернĕ-ши эпĕ çав хура кунсене. Епле çунса кĕлленмен-ши ман чĕрем, ăçтан вăй-хал тупнă-ши малалла та тапма. Çав çулхи ноябрьте хамăн Шупашкарта операци сĕтелĕ çине выртмалла пулчĕ, ун хыççăн вăрах ĕçлеймерĕм, пенсие тухрăм.
Çапла, тем те курмалла пулса тухрĕ пурнăçра. Çавах та хама телейсĕр çын вырăнне хумастăп. Эпир мăшăрăмпа, вăл пурăннă таран, 4 ача пăхса ÿстертĕмĕр, эрне вăл ачамăрсем пурнăç çулĕ çине тухнине, хăйĕн мăнукĕсене арăк çине лартса е алăсем çинче çĕклесе кураймарĕ. Уншăн хăй те кулянатчĕ. Çавах ачасем пирĕн шанăçсене çилпе вĕçтермерĕç, вĕсем хăйсем тĕллĕн пурнăç тăрăх утаççĕ. Аслă хĕр Алевтина экономист, Пенси фончĕн районти управленийĕнче ĕçлет. Хамăр ял каччипе Олег Ялугинпа мăшăрланчĕç те икĕ хĕр те пĕр ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Ирина мăнукăм шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ, халĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студентки. Катя мăнукăм вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтерчĕ, экономиста вĕренет. Алеша Тăвайри вăтам шкулта ăс пухать.
Олег ывăлăмпа Алевтина кинĕм Канашра ĕçлеççĕ, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Вĕсен 2 ывăл. Петя мăнукăм иртнĕ çул шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ, I курс студенчĕ. Тепĕр ывăлĕ ялти шкула çÿрет.
Оля хĕрĕм Шупашкарта ĕçлет, вăл медучилище пĕтернĕ. Мăшăрĕпе, Юрий Алексеевичпа, ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Богдан 3-мĕш класра “пиллĕксемпе” кăна ĕлкĕрсе пырать.
Эпĕ кĕçĕн ывăлăмăн Мирославăн çемйипе пурăнатăп. Ывăл Канашра ĕçлет. Люда кинпе иккĕшĕ хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Мăнуксене питĕ юрататăп. Вĕсем пĕчĕк-ха: Настя улттă тултарать, Коля пиллĕке пусрĕ. Ачасем кÿрентермеççĕ, маншăн тăрăшаççĕ, мăнуксем хама юратаççĕ. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, сывă ÿсни – маншăн телей. Тата мĕн кирлĕ çынна ватлăхра. Сывлăх çеç канăçсăрлантарать. Ахаль ларас килмест, мăнуксемпе, картари выльăхсемпе тĕрмешетĕп, кĕнчеле арлатăп, алса-нуски çыхатăп.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çынсем ялта та ку чухнехи илемлĕ çуртсем лартаççĕ. Çут çанталăк газĕпе, водопровод шывĕпе усă кураççĕ. Врач офисĕ пур. Çав вăхăтрах пĕрлешÿллĕ хуçалăх нумай юхăнчĕ. Çынсем те чун-чĕререн нишлĕленчĕç пек, ниçта та ĕçлемен çамрăк, вăйпитти нумай. Ял çыннин психологийĕ нумай улшăнчĕ. Çынсем хуçалăх ĕçĕшĕн çунмаççĕ. Тепĕр чух çавсемшĕн те чун ыратать. Эпир хамăр вăхăта, сывлăха шеллемесĕр вăй хунă вĕт-ха пĕрлешÿллĕ хуçалăха çĕклес, пурнăçа малалла ярас тесе. Шутлатăп: йăлтах харама кайрĕ-ши вара эпир тăрăшни. Вĕт тырри-пулли склада, çĕр улмийĕ путвалсене вырнаçмастчĕç эпир ĕçленĕ вăхăтра. Витесенче тулли выльăхчĕ. Эпир тăван ялăн, тăван хуçалăхăн патриочĕсем пулнă çав. Пирĕн пуриншĕн те чун ыратнă-тăр. Эпир урăхла ĕçлеме пултарайман.
Ку çырăва эпĕ хама кăтартас тесе çырмастăп. Çырас пулсан, кашни çыннăн пĕр пысăк кĕнекелĕх те тупăнать пуль. Хаçат редакцийĕ кăçал вулакансене Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсемпе саламланă чух вулакансенчен çырусем, интереслĕ аса илÿсем, çивĕч материалсем кĕтетпĕр тесе çырнăччĕ. Çавна асра тытса, эпĕ те хамăн пурнăçри хăш-пĕр самантсене çыркаласа хутăм. Эпĕ “Хыпар”, “Пенсионер Чувашии”, “Сывлăх” хаçатсене çырăнса илетĕп, “Ял ĕçченĕнне” вара пĕр страницине те вуламасăр хăвармастăп. Сканвордсене питĕ килĕштеретĕп. Шел, Василий Краснов вилнĕренпе ăна тăвакан çук пулас.
Ну, тавах сана, тăван хаçатăм. Ку аса илÿсене хаçат юбилейĕ умĕн çырмаллаччĕ пулĕ те, анчах ерçĕвĕ çапларах пулчĕ. Ыррине кăна сунатăп сана.
 
РЕДАКЦИРЕН: Паян Антонина Николаевнан çуралнă кунĕ, вăл 70 тултарать. Эпир ăна вулакансен ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, пурнăçра çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика