02 апреля 2010 г.

Аякри ялсенче пурăнакан клиентсене пенси илес ыйтусемпе пахалăхлă, вăхăтлă консультацисем парас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Управленийĕнче ятарлă автотранспортлă куçса çÿрекен служба туса хунă.
Юнкун ятарлă автомашина пирĕн районта пуçласа, Тĕмер ялĕнчи клиентсене йышăнчĕ. Автомашина çинче ыйтусем çине хăвăрт та пахалăхлă хуравлама пур майсем те пур. Кунта компьютер вырнаçтарнă, унпа ĕçлекен специалист пенсионерсен базине кĕрсе хăть мĕнле сведенине те туххăмрах тупма пултарать. Салонра ăшă, хăтлă. Харăсах икĕ çын кĕрсе ларса консультаци илейрет.
Тĕмер ялĕнче пурăнакан пенсионерсене ытларах пенси укçин шайĕ ÿсни, валоризаци ыйтăвĕсем, эмелсем илмелли йĕрке, ватăсене пăхма хушма тÿлев пани тата ытти нумай ыйту кăсăклантарчĕ. Вĕсем çине пенси фончĕн Управленийĕн Тăвай районĕнчи тĕп специалисчĕ Т.Сергеева тĕплĕ хуравларĕ. Çапла майпа кĕске вăхăт хушшинче Тăвайне каймасăр, вырăнтах пенси ыйтăвĕсемпе 19 çын тĕрлĕ консультаци илчĕ. Çакнашкал меслетпе çынсем кăмăллă пулчĕç.
Апрелĕн 29-мĕшĕнче ятарлă автомашина Мучар ял поселенинче пулать.
Сăн ÿкерчĕкре: Тĕмер ялĕн пенсионерĕсем ятарлă автомашинăра ыйтусем çине хурав илеççĕ.