АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Вучаха” ăшăтасчĕ, юсаса пĕтересчĕ (Культура)

30 марта 2010 г.

Культура ĕçченĕсен кунĕ халиччен пулман-ха. Кăçалхипе виççĕмĕш çул çеç хăйсен професси уявне паллă турĕç вĕсем. Пасар экономикине пула ялсенчи клубсем пĕрин хыççăн тепри юхăнса пычĕç. Хăш-пĕр çамрăксем пушă вăхăтра ним тума аптăранипе пурăнман çуртсен чÿречисене, хÿмесене ватса çĕмĕрнисем те пулнă хамăр ялта та. Культура объекчĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарнă хыççăн Чутейри клубра юсав ĕçĕсем пуçларĕç. Чÿречисене çĕнĕрен лартрĕç, урайсене сăрласа йĕркене кĕртрĕç, караоке туянчĕç.
Йĕркеллĕ пек ĕнтĕ, анчах камăн хĕл кунĕсенче сивĕ çĕрте юрлас-ташлас килтĕр-ха. Ял халăхĕ килĕсене газпа ăшăтать, шкулпа магазин çурчĕсенче те ăшă. Клубра вара шăнса вилмелле, библиотекăра та сивĕ, сулхăн çĕрте чечексем те шăнса пĕтеççĕ. “Юсамалли нумай ĕнтĕ, анчах укçи çитмест”, – теççĕ ял администрацийĕнче. Администраци отчетĕнче (пухăвĕ вара шкул коридорĕнче иртрĕ) ялти чылай çын тĕрлĕрен налогсене тÿлеменни çинчен асăнчĕç. Çакăн пек тĕслĕх кашни çулах иккен. Кунта ответлă çĕрте ĕçлекенсен хăйсен те тăрăшулăхĕ çитменни мар-ши.
Çапла пĕр виçĕ çул ытла ĕнтĕ пухусемпе уявсем шкул коридорĕнче иртеççĕ.
Юрать-ха В.И.Волкова культура ĕçченĕпе Е.И.Васильева библиотекарь ялта пурăнакансем валли тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ, ватăрах çынсене те явăçтараççĕ.
Акă çак кунсенче В.Волкова хатĕрленипе концерт пулчĕ. Шел те, кураканĕсем сахалрах. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă ку уява. Хор виçĕ юрă юрларĕ. Купăспа Н.М.Александров хавхалантарса пычĕ. Юррисем вара питĕ илемлĕн янăрарĕç, ялти артистсем хушшинче учительсем, техслужащисем, ял çамрăкĕсем. Шкул ачисем те пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Т.Походкина “Он защищал Сталинград” сăвва питĕ тăрăшса вуларĕ, О.Михайлова “Синий платочек” юрра шăрантарчĕ. Воля Ивановна тăрăшни сая каймарĕ, концерт пурне те килĕшрĕ. Маттур!
Ятарлă клуб çурчĕ пур çинчех концертсемпе ытти мероприятисем шкул коридорĕнче иртни пĕрре те илемлĕ мар. Ветерансене юбилей медалĕсем панă чухне те пуху çавăнтах иртрĕ. Чутейри культура вучахне ăшăтасчĕ, юсаса пĕтересчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика