30 марта 2010 г.
2010 çулхи октябрьте Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пулать. Хăш-пĕрисем çав ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланмаççĕ, уссăр укçа тăкаклани вырăнне хураççĕ, мĕн тума кирлĕ вăл, теççĕ. Халăх çыравĕ питех те кирлĕ ĕç, ахальтен мар ăна 18 ĕмĕртенпех ирттереççĕ. Çырав кăтартăвĕсем çĕршыври халăх йышне пĕлме, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне планлама, пенсисемпе ача-пăча пособийĕсем валли, ял хуçалăхĕпе промышленноç валли укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ уйăрассипе расчетсем тума кирлĕ. Хуравсене, çын хăй каласа панă тăрăх, çырав хутне кĕртеççĕ. Çын хăй ирĕкĕпе хăш национальность пулнине, çемьери положение кăтартма пултарать. Çынсене пропискăна кура мар, ăçта пурăннине шута илсе çыраççĕ.
Çырав йĕркеллĕ ирттĕр, пĕр çын та шута илĕнмесĕр ан юлтăр тесен, районта адрес хуçалăхне йĕркене кĕртсе çитермелле. Эпир Тăвай ял поселенийĕнчи хуçалăх кĕнекисемпе кил хуçалăхсем тăрăх çаврăнтăмăр, çынсем ăçта пурăннине, паспортпа виза службин регистрацийĕнче тăнипе-тăманнине тата ЗАГС пайĕ панă документсем тăрăх тĕрĕслерĕмĕр.
Çынсем хушшинче ăнлантару ĕçĕ пуçланнă ĕнтĕ. Акă Тăвай ял поселенийĕнче Пĕтĕм Раççейри çырава ирттерес тĕллевпе 2008 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчех 13 çынран комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ – ял поселени пуçлăхĕ А.Ломоносов. “Комисси çуллен ĕç планне çирĕплетет, унпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Çырав пирки ял поселенийĕнче 5 стенд йĕркеленĕ. Иртнĕ çул поселени территорине кĕрекен пур ялта та урамсен ячĕсене, пурăнмалли çуртсемпе администраци çурчĕсен номерĕсене çĕнетсе çырнă. Çав тĕллевпе пурĕ 38517 тенкĕ тăкакланă. Çавăн пек калăпăшлă ĕç туса ирттерме халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрпа килĕшÿ туса ĕç шыракан граждансене явăçтарнă. Хальхи вăхăтра поселение кĕрекен ялсенче адрес хуçалăхне, çитменлĕхсем çук-и тесе, тепĕр хут тĕрĕслеме тытăннă. Комисси çырав ирттерекен уполномоченнăйсемпе тачă çыхăну тытать”, – пĕлтерчĕ пире Тăвай ял поселени пуçлăхĕн çумĕ Ю.Королева.