30 марта 2010 г.
“Парăм вăл ытти серепе пекех, унта лекме ансат, тухма вара самай йывăр”, тенĕ паллă акăлчан писателĕ Бернард Шоу.
Иртнĕ кĕркунне пирĕн районти 2 çын çавăн пек серепене лекни аса килчĕ. Кÿршĕ районта пурăнакан çын Банкран кредит илнĕ. Пирĕн районти юлташĕсем унăн поручителĕсем пулнă. Кредит илекен парăма татмасăрах взноссем тÿлеме пăрахнă. Ун пек чух Банкăн парăма суд урлă поручительсенчен шыраса илме право пур. Вăл çапла тунă та.
2009 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче заемщикпе поручительсенчен пĕтĕмпе 250 пин тенкĕ шыраса илме исполнительнăй производство пуçарнă.
Каларăмăр ĕнтĕ, заемщик кÿршĕ районта пурăннă, поручительсем – пирĕн район çыннисем. Вĕсенчен пĕри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕррисен учетĕнче тăнă. Унран укçа тытса пымалли исполнительнăй листа ĕçпе тивĕçтерекен центра ярса пама тивнĕ. Тепĕр поручителĕ – хĕрарăм, вăл районта ĕçленĕ май, унăн ĕç укçин çуррине (уйăхсерен – 50 проц.) тытса пыма палăртнă исполнительнăй листа ĕç вырăнне тăратнă.
“Исполнительнăй производство çинчен” РФ Законĕн 64 статйин 1-мĕш пайĕн 7-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн исполнительнăй документсене пурнăçа кĕртнĕ чух суд приставĕн парăмри çынсен пурлăхĕ, çав шутра укçа-тенкĕпе хаклă хутсем çине арест хума, пурлăха туртса илсе ăна тивĕçлĕ çĕре упрама пама право пур.
Парăмçăсем пурлăх тĕлĕшĕнчен хăйсене мĕнле туйнине палăртас тĕллевпе суд приставĕсем вĕсем патне килĕрен çаврăнма шутланă. Парăмçăсенчен пĕрин патне çитсен, вăл суд приставне пурлăха кăтартма мар, ăна алăк урати урлă та каçарман. Урăхла каласан, пристава ĕçри тивĕçне пурнăçлама паман. Хăй енчен ку административлă право йĕркине пăсни шутланать (РФ КоАПăн 17.8 статйи). Приставăн протокол çырма тивнĕ, суд парăмçăна адмйĕркене пăснăшăн 1000 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.
Пурнăçра ытларах чух çапла пулать: банк суд урлă парăма шыраса илесшĕн, тивĕçлĕ суммăна камран шыраса илме çăмăлрах (кам пуянрах) çавăнтан шыраса илеççĕ. Çавăнпа та поручитель пулакана асăрхаттарас килет. Çав тивĕçе хăвăр çине иличчен лайăх шухăшласа пăхăр: кредит илекен парăма тÿлесе татма пултарать-и; Çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхри пек серепене ан лекĕр.