30 марта 2010 г.
Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерсе патшалăх пысăк пулăшу парать. Акă, сăмахран, Кушкăри Любовь Валентиновна Кравчукăн 6 ача. Пĕри, чăн та, халĕ çул çитнĕ çамрăксен шутне кĕчĕ ĕнтĕ. Çемье сивĕ те хăтсăр, пĕчĕк те тăвăр çуртра пурăннă ку таранччен. Йышлă çемьешĕн чăннипех те нушаллă пурнăç. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн черете тăратнă чухне çаксене пĕтĕмпех шута илнĕ те ĕнтĕ Енĕш Нăрваш ял поселенийĕнче. Чăваш Республикин 2005 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнчи 42-мĕш номерлĕ “Пурăнмалли çурт-йĕр кирлипе учетра тăракансен пурнăç хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунĕ Л.В.Кравчук çемйишĕн пысăк пулăшу пулса тăчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан нумай ачаллă çемьене патшалăх шутĕнчен 126 тăваткал метр пурăнмалли вырăнлă икĕ хутлă, ултă пÿлĕмлĕ çурт лартса пачĕç.
Асăннă çурта подрядчик пулса Чăваш Республикинчи культура министерствин “Реставратор” патшалăх унитарлă предприятийĕ хăпартрĕ. Çак ĕçе вăл çурт никĕсĕнчен пуçласа тытăнчĕ, сентябрьте пуçăнса Çĕнĕ çул тĕлне çурта пурăнма юрăхлă туса çитерчĕ. Строительсем шанчăклă пулчĕç, кал-кал ĕçлерĕç – çакна уйрăмах палăртса хăварас килет манăн. Строительство мĕнле пынипе район пуçлăхĕ Н.И.Иванов та тăтăшах интересленсе тăчĕ. Çурт çут çанталăк газĕпе ăшăнать, ĕçмелли шыв илсе пынă, шалта туалет, ваннăй таранах пур. Çапла вара Çĕнĕ çулпа пысăк парне пулчĕ Л.В.Кравчук çемйине патшалăхран. Ашшĕ-амăшĕ çеç мар, ачисем те мĕн тери савăнчĕç хăтлă та ирĕклĕ, çутă та ăшă çурт-йĕршĕн.
Пурăна киле патшалăх пулăшăвĕ çулран-çул вăй илсе, татах та пысăкланса пырасса шанас килет.