АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Табаксăр Чăваш Ен” форумра (Общество, здравоохранение)

30 марта 2010 г.

Табак туртса çын пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерет, кунсерен сывлăхне сиенлет. Никотина ăша янине пула пуçланнă чирсенчен вилекенсем çулсерен нумайланса пыраççĕ. Кашни çеккунтра планета çинче табак туртакан пĕр çын вилет. Çавăнпа пирĕн çĕршывра табак туртассине чакарас юхăм пуçланнă. 2001 çулхи утă уйăхĕнче “Табак туртассине чакарасси çинчен” федераллă закон та йышăннă. Табак тĕтĕмĕсĕр пурăнма сĕнекен кун та пур халь пирĕн. Регионсенче, районсенче зонăсем туса хунă, вĕсенче пачах тĕтĕме ăша ямаççĕ. Чăваш Енре асăннă киревсĕр йăлана хирĕçлесе форум йĕркелеççĕ. Ăна кăçал культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, сывлăхпа социаллă аталану, вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт тата туризм министерствисем, республикăри профсоюзсен организацийĕсен пĕрлешĕвĕ, “Чувашия” фонд пĕрле ирттерчĕç. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче ача-пăчапа çамрăксен творчествин керменĕнче иккĕмĕш хут пулчĕ кăçал форум.
Чăваш Ен ялавĕ тĕслĕ футболкăсем тăхăннă республикăри шкулсенчи волонтерсем ăшшăн кĕтсе илчĕç асăннă мероприятие хутшăнакансене. Сывă пурнăç нормишĕн тăрăшса çамрăксем мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллашма май пулчĕ фойери куравра. Пĕр çĕрте те ертÿçĕсем хăйсем тĕслĕх кăтартаççĕ табак туртма пăрахса, теприсем ĕç вăхăтĕнче никотина пачах ăша ямаççĕ иккен, виççĕмĕшсем табаксăр зона туса хунă тата ытти те.
Малтан Шупашкарти 39-мĕш тата Çĕрпÿри пĕрремĕш номерсемлĕ шкулсенчи сывлăх командисем табак туртма пăрахма чĕнсе каларĕç.
Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова ура çине тăрса кĕтсе илчĕç пухăннисем. “Паян çанталăкĕ аван. Тÿпери сарă хĕвел ăшă пайăркисене çĕр çине сапаласа çынсен сывлăхне сиплеме ăнтăлнăн туйăнать, тавралăха юртан тасатать.
Хамăрăн пуласлăхшăн тăрăшса чылай ĕç турăмăр. Анчах ку кăна çителĕксĕр. Вăй хурса ĕçлени харама ан кайтăр тесен, табак туртассипе эрех ĕçессине татăклăн хирĕçлеме вăхăт. Çыннăн çиелтен кăна мар, шалта та илемлĕ пулмалла. Табак туртасси малтан та килĕшÿсĕр пулнă. Ют çĕршывсенче ку киревсĕр йăлана аван хирĕçлеççĕ. Чăваш Енре те çак ырă тĕслĕхе мала хуракансем йышлăланасса шанатăп”, – терĕ Николай Васильевич.
Çакăн хыççăн республикăри хĕрарăмсен совечĕн председателĕ О.Зайцева, Çĕмĕрле район пуçлăхĕ В.Мурашкин, республикăри профсоюзсен совечĕн председателĕн çумĕ Г.Германова, Çĕмĕрле хулинчи гимнази директорĕ Л.Долгова, Санкт–Петербургри инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалăн представителĕ Е.Сухова, реабилитаципе сывлăха çирĕплетекен медицина центрĕн директорĕ Е.Любовцева, Раççейри тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Д.Фомиряков, “Çамрăк гварди” уйрăмăн Чăваш енри штаб начальникĕ А.Васильев тухса калаçрĕç. Вĕсем пурте сывă пурнăç нормипе пурăнма аванрах пулнине уçса пачĕç, тĕслĕхсене илсе кăтартрĕç.
Унтан форума хутшăннисем Чĕнсе калани йышăнчĕç. Республикăра “Табаксăр Чăваш Ен” коалици туса хурас ыйтупа “Чувашия” фонд президенчĕ Л.Смирнов сăмах илчĕ. Унпа пурте килĕшрĕç. Шкулсенчи сывлăх командисен хăш-пĕр членĕсене савăнăçлă лару-тăрура “Волонтер кĕнеки” пачĕç.
Шупашкарти медицина колледжĕпе Çĕмĕрле хулинчи гимназинче вĕренекенсем юлашкинчен пурне те табак туртмасăр пурăнма, çутă пуласлăхшăн тăрăшма йыхравларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика