26 марта 2010 г.

Кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртрĕç волейболла выляса район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртусем. Пилĕк командăран чи пултарулли Н.И. Иванов ертсе пыракан администраци команди пулчĕ, вăл кăçалхипе 3-мĕш хут куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕ. Команда чысне пуçлăхпа пĕрле унăн çумĕ Г.Гаврилов, администраци ĕçĕсен управляющийĕ В.Ильин, финанс пайĕнчен В.Павлов, А.Чайкин, çĕр кадастрĕн пайĕнчи Л.Шерне хÿтĕлерĕç.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе учрежденисен ертÿçисен команди 2-мĕш вырăн йышăннă. Шкул директорĕсен те çĕнтерме шанăç пурччĕ, анчах ушкăнпа вылямалли вăйă çав, С.Кириллов командăна пĕччен туртса кăларма пултараймарĕ, вĕсем 3-мĕш вырăна тăрса юлчĕç. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем 4-мĕш вырăна тухрĕç.