АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право тĕрĕслĕхне тупмалли майсем анлăланĕç (Правопорядок)

26 марта 2010 г.

Çак уйăхра Тăвай районĕн сучĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитрĕ. Чăн та, район сучĕн ячĕ малтанхи вăхăтра урăхла пулнă, ăна Тăвай районĕнчи 1-мĕш суд участокĕ тенĕ. Пирвайхи судья Петр Иванович Иванов, Тăвай çынниех пулнă. Унпа пĕрле суд секретарĕсенче Игнатий Карсаковпа Сидор Иванов (иккĕшĕ те Йăнтăрчăран), суд исполнителĕнче Захар Скворцов (Çĕнĕ Ишпуç), техничкăра Татьяна Миронова (Тăвай) ĕçленĕ.
Тĕрлĕ çулсенче район судĕнче Степан Васильевич Рыжов, Мария Степановна Семенова, Агафия Степановна Иванова, Семен Федорович Губанов, Петр Степанович Шлыков, Иван Васильевич Васильев, Алексей Павлович Узюкин, Юрий Ананьевич Ананьев, Алексей Игнатьевич Игнатьев, Василий Петрович Кузьмин, Оксана Фирсовна Мамуткина, Вячеслав Иванович Михайлов судьясем пулнă.
Ĕлĕк суд валли ятарласа тунă çурт пулман, çивиттинчен çумăр кайнă. Хĕллехи вăхăтра фуфайкăпа çăматă тăхăнмасăр ĕçлеме те май пулман. Шÿтлеме ухата çынсем вĕсене “спецтум”, тенĕ. Пичетлемелли машинкăсем, хут, канцеляри хатĕрĕсем, конвертсем çителĕксĕр пулнă.
Унтанпа нумай ырă улшăну пулса иртрĕ суд ĕçĕнче. 2002 çултанпа, Раççей Федерацийĕн çĕнĕ Уголовно-процессуаллă кодексĕ вăя кĕнĕ хыççăн, судра виçĕ судья ĕçлеме тытăнчĕ. Судьясен ĕçĕ нумайланнипе те çыхăннă ĕнтĕ ку. Хальхи вăхăтра суда унăн председателĕ В.И.Павлов ертсе пырать. Унпа пĕрле Э.Г.Няхуковапа Г.А. Николаев судьясем тимлеççĕ. Паянхи кун суд аппаратĕнче 16 çын тăрăшать. Н.В.Ильин – суд председательне, Л.Ф.Ильина – судьяна пулăшакансем, Ж.А. Афанасьева, С.А.Ильина тата Т.М.Михайлова суд ларăвĕсен секретарĕсем, Е.П.Афанасьева тĕп специалист, Н.В.Куклова суд секретарĕ шутланаççĕ. Суд ĕçĕн организацилле-техникăлла ыйтăвĕсене татса парас ĕçе В.И.Николаев администратор туса пырать. Вĕсем пурте – ятарлă аслă пĕлÿллĕ патшалăх служащийĕсем.
Хăйсен тивĕçĕсене Р.Н.Моисеев, Н.Т.Матросов, В.М.Павлов хуралçăсемпе М.П.Голубев водитель те кирлĕ шайра туса пынине палăртмалла.
Суд ĕçĕ валли условисем тĕпрен лайăхланчĕç. Темиçе çул каялла çурта пахалăхлă юсанă, хушма çуртпа гараж тĕксе лартнă. Йăлтах çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Судьясемпе суд ĕçченĕсене хăтлă пÿлĕмсемпе, ку чухнехи сĕтел-пуканпа, компьютер техникипе (100 процента яхăнах) тивĕçтернĕ. Кирлĕ литература ал айĕнчех темелле. Унсăр пуçне “Консультант Плюс” правăпа информаци системи урлă тивĕçлĕ хурав тупма пулать. Район сучĕн Интернетра хăйĕн страници пур. Унта кирек кам та кĕме, суд ĕçĕ çинчен кирлине пĕлме е усăллă информаци тупма пултарать, суда тавăç заявленийĕ мĕнле çырмаллинчен пуçласа патшалăх пошлини мĕн чухлĕ тÿлемелли таранах. Электронлă почтăпа çыру çÿретме май пур.
Çăкăрпа кăна тутă пулаймĕ çын. Ăна чун апачĕ те кирлĕ, пушă вăхăта хăйĕншĕн те, обществăшăн та усăллă ирттерме пĕлни те. Пирĕн системăра ĕçлекенсем валли Суд Департаменчĕн Управленийĕ çуллен тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелет. Суд ĕçченĕсем вĕсене яланах хастар хутшăнма тăрăшаççĕ: йĕлтĕрпе чупассипе, кире пуканĕ çĕклессипе тата ыт.те. Малти вырăнсем йышăннине палăртма та кăмăллă. Унсăр пуçне хамăр коллективрах пуçаруçăсем пур. Вĕсем прокуратурăра, суд приставĕсен пайĕнче ĕçлекенсене явăçтарса вырăнта ăмăртусем йĕркелеççĕ, хастаррисене хавхалантараççĕ. Уйрăмах Николаевсен çемйисем спортпа туслă – З.Ф.Николаевапа Г.А.Николаев тата М.В.Николаевапа В.И.Николаев. Спорт кăмăл-туйăм хастарлăхне, ĕç тухăçлăхне ÿстерет, сывлăха çирĕплетет. Ăмăртусем вара коллектива пĕтĕçтереççĕ.
Суд системи аталаннă май суд производствин процедурисем ансатланса пырĕç, информатизаци вăй илĕ. Апла пулсан, граждансен право тĕрĕслĕхне тупмалли майĕсем анлăланĕç, уççăнлăх пулĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен “Раççей Федерацийĕнче судсен ĕçĕ пирки информаципе тивĕçтересси çинчен” федераллă закон вăя кĕрет. Район сучĕ те хăйĕн ĕçне унпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика