26 марта 2010 г.
Журналист пулнă май тĕрлĕ профессиллĕ çынпа калаçма тÿр килет. Паян учитель ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çутататăн, ыран – тухтăр пирки, виççĕмĕш хутĕнче сарă уй-хирти комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тунине сăнатăн. Кам кăна пулса курмасть-ши çапла хаçатçă.
Тата тĕрлĕ ыйту хуравĕсене тĕпчеме тивет тăтăшах. “Юн пани усăллă-и“, – тесе ыйтнăччĕ пĕррехинче манран.
–Парса курман çав, пĕлместĕп, – тенĕччĕ пулас.
Юн пама шикленнĕшĕн ÿпкелесе те илнĕччĕ хама.
Иртнĕ кунсенче хăюлăх пухсах ырă ĕç тăвакансен ретне тăтăм, пуçласа юн патăм. Тепĕр çын пурнăçне çăлса хăварма хутшăнтăм çапла. Ман пек пуçласа юн паракансем татах пулчĕç.
Çыннăн организмĕнче 5–6 литр юн пур иккен. 400–450 миллилитрне илсен, юн çĕнелесси хăвăртланать. Сывлăхшăн усăллă улшăнусем пулса иртеççĕ. Малтан панă хыççăн 2 уйăх иртсен, тепре çак ырă ĕçе хутшăнма юрать, Сывă пулсан çулталăкра пурĕ 5 хутчен юн пама сĕнеççĕ.
Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тăвайри тĕп больницăра 83 çын юн панă, вĕсенчен 13-шĕ пуçласа.