26 марта 2010 г.
Çурхи ĕç çулталăклăх пулнине шута илсе, районти предприятисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем хальхи вăхăтра çурхи тата каярахри уй-хир ĕçĕсене туса ирттерме хатĕрленеççĕ, çавна май çунтармалли тата сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кÿрсе килме, запас пайсем туянма тăрăшаççĕ, çĕр ĕçлемелли тата акмалли техникăна юсаççĕ, хăш-пĕр хуçалăхсем вăрлăхлăх тырă сортлаççĕ тата ытти те. Çапла ку вăхăт тĕлне уй-хир ĕçĕсене туса ирттерме çичĕ-сакăр хуçалăх пурĕ 265 тонна солярка кÿрсе хунă. Ку вăл, тĕпрен илсен, “Акконд-агро фирма” УАО, “Шимкусский”, “Дружба” хуçалăхсем, “Родник” ООО, В.Николаев фермер хуçалăхĕ тата ытти хăш-пĕрисем. Техникăна ĕçлеттерме кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянса хатĕрлессипе хуçалăхсем малалла тимлеççĕ, вăл кашни хуçалăхах кирлĕ. Çак тĕллевпе тата минераллă удобренисем, вăрлăхсем, вĕсене имçамламалли тата ÿсен-тăрансене чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăсенчен, çумкурăксенчен хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма хуçалăхсенчен чылайăшĕ çăмăллăхлă кредит йĕркелет. Минераллă удобренисем тенĕрен, çич-сакăр хуçалăх вĕсене туяннă та ĕнтĕ. Çав шутра “Акконд-агро фирма” общество 149 тонна, “Родник” общество 65, Николаев, Осипов, Морякова хресчен-фермер хуçалăхĕсем 44, 36 тата 20 тонна, “Шимкусский” ЯХПК 35 тонна. Минераллă удобренисене кĕр калчисене апатлантарма тата çуртрисене вăрлăхпа пĕрле парса хăварма кÿрсе хатĕрлеççĕ.
Хальхи вăхăтра тĕш тырă вăрлăхĕсене сортласа лайăхлатассипе ĕçлекенсенчен “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативне палăртмалла. Çак кунсенче ку ĕçе ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те пуçăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Ленин ячĕллĕ ЯХПК.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илни пулас тухăçа чылай ÿстерме май парĕ.