АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕр чунсене пулăшса (Экология)

23 марта 2010 г.

Чĕр чунсене пулăшса (Экология)

Çурхи пĕрремĕш уйăх вĕçленсе пынă май, малашне уй-хирсемпе вăрмансенчи хулăн юр ирĕлсе пусăрăнса пыма тытăнĕ. Çапах та вăрмансем юртан часах тасалаймĕç-ха, вĕсенче вăл çав-çавах питĕ хулăн. Чăн та, кăнтăрла ăшăрах пулнăран, каçхинесенче сивĕтнĕрен, юр çийĕ пăрланать. Çуркунне хăш-пĕр чĕр чунсене апат тупса çиме, вырăнтан вырăна куçса çÿреме йывăрланать. Уйрăмах хир сыснисене. Хĕл вĕçĕнче пăшисемпе вăрман качакисен организмĕнче те тутлăхлă япаласем çитми пулаççĕ. Çавăнпа та хушăран вĕсене тăвар шыраса çулсем хĕррине тухнине асăрхама пулать.
Çаксене шута илсе март уйăхĕнче кăна (6, 11, 12, 17-мĕш числосенче) тĕрлĕ енчи вăрмансене хир сыснисем валли фуражлăх тырă хурса тухрăмăр. Ятарласа тиесе тухнă тырра хир сыснисем пухăнма пултаракан тĕрлĕ кварталсене çитернĕ. Иртнĕ çулхи ноябрьтен пуçласа паян кунччен пырать çак пархатарлă ĕç. Чĕр чунсене йывăрлăхра пулăшма кирлине общество ертÿçинчен Н.И.Красновран пуçласа сунарçăсем таранах лайăх ăнланаççĕ, çакăншăн нумай тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен вăй-халне те, вăхăтне те, техникине те шеллемеççĕ. Чи малтанах манăн “Канашри районсем хушшинчи сунарçăсемпе пулăçсен обществи” обществăлла организацин Тăвай районĕнчи пуçламăш организацийĕн председательне Андрей Николаевич Морякова ырăпа асăнас килет. Вăл фуражлăх тырăсене хăйĕн машинипе турттарчĕ. Кайран тĕрлĕ кварталсене те юр тăрăх ятарлă площадкăсене çити хăйĕн снегохочĕпе çитерсе пачĕ. Хир сыснисене урпа, тулăпа сĕлĕ хутăшĕсем тата сĕтеклĕ апатсем парса тухнă. Вĕсене Кармалпа Энĕшпуç вăрманĕсене те, Тутар Республикипе чикĕленекен вăрмансене те, ытти вырăна та хурса панă. Чĕр чунсем апат патне пырсах çÿреççĕ. Тырра михĕсене тултармашкăн Виталий Араповпа Геннадий Федоров сунарçăсем пулăшнă. Кварталсем тăрăх салатма та Тушкилпе Сăхăтпуçĕнчен, Терпÿртрен пулăшнă çынсем. Тĕслĕхрен, Сăхăтпуçĕнчи Юрий Васильевич Андреева, Тушкилти Валерий Михайлович Яковлева палăртмалла. Терпÿрт ялĕнчен унти ферма заведующийĕнче ĕçлекен Виталий Валерьянович Тякмаков лавсем уйăрса тата ытти енĕпе те ялан пулăшать. Канаш районĕнчи Шелттем ялĕнчи Валерий Давыдов тулăпа урпа парса пулăшма пулчĕ Канашпа Тăвай сунар хуçалăхĕсем валли. Сунар хуçалăхĕн хăйĕн те тискер чĕрчунсем валли хатĕрлесе хунă апат пĕтмен-ха.
Çитес кунсенче тискер чĕрчунсене валли ятарлă площадкăсене тăвар хурса паратпăр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: хир сыснисене апатпа тивĕçтерме хутшăннисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика