АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурма финала тухнă (Спорт)

23 марта 2010 г.

Çĕнĕ Шупашкарти çулленхи сумлă ăмăртусенче Тушкил шкулĕнчи çамрăк волейболистсем кăçал 4-мĕш вырăна тăрса юлчĕç. Çав вăхăтрах мартăн 17-мĕшĕнче Патăрьел зонинчи ăмăртусенче В.Захаров воспитанникĕсем чи маттуррисем пулчĕç. Иртнĕ çул республикăра 3-мĕш вырăн йышăннă май, кăçал вĕсене тÿрех ăмăртусен иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма ирĕк пачĕç. Тушкилсем елчĕксене те, патăрьелсене те парăнтарса 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Район чысне В.Селиванов, А.Михайлов, Н.Сергеев, Д.Якимов, В.Кузнецов, Д.Долгов хÿтĕлерĕç. Çурма финал ĕнер Шăхасанта пулнă.
Хĕрсем хушшинчи зонăри ăмăртусем (малтанхи тапхăр) Тăвайра иртрĕç. Унта вăрмарсем çĕнтерчĕç. Тушкил хĕрĕсем 2-мĕш, куславккасем 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика