АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх (Здравоохранение)

23 марта 2010 г.

Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен республикăра çуллен туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттереççĕ. Мĕншĕн ăна шăпах çак вăхăталла ирттернин хăйĕн сăлтавĕ пур. Мартăн 24-мĕшĕ туберкулеза хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун пулса тăрать. 1882 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Берлинта нимĕç докторĕ Роберт Кох асăннă йывăр чирĕн бациллине тупса палăртнă. Тепĕр 100 çултан – мартăн 24-мĕшне – туберкулеза хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун туса хума йышăнни çинчен пĕлтернĕ те. Шурă чечеке – салтак тÿмине (ромашка) унăн эмблеми вырăнне суйласа илнĕ, вăл ÿпкесем таса пулнин палли.
Туберкулез – чи йывăр чирсенчен пĕри. Юлашки вăхăтра вăл пирĕн çĕршывра тепĕр хут сарăлма пуçларĕ. Çакă пурнăçри тĕрлĕ факторсемпе çыхăннă. Алкоголизм, наркомани сарăлса пыни, çынсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнманни, пурнăç условийĕсем япăхланни тата ытти те. Ачасенне чире Манту пробине лартса, çитĕннисене рентген пăхса е флюорографи туса палăртаççĕ. Профилактикăн (чиртен сыхланмалли, ăна тупса палăртмалли ĕçсем) пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк. Иртнĕ çул районта профилактика тĕллевĕпе 12661 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев 13 çын туберкулезăн активлă формипе чирленине тупса палăртнă (вĕсенчен 12-шĕ – çитĕннисем, пĕри – пĕчĕк ача). 2008 çулта 12 çын чирлĕ пулнине тупнă. Вĕсенчен тăххăрăшне медосмотр вăхăтĕнче асăрханă, тăваттăшĕ сывлăх япăххине туйса хăйсем больницăна пынă.
Чир никама та шеллемест. Ÿсĕм çулĕпе илсе тишкерни те çавнах çирĕплетет. Туберкулезпа чирлисенчен чи çамрăкки 8 çулта, чи асли 70 çулта пулнă. Вĕсем пурте арçынсем (хĕрарăмсем хушшинче тупман). Социаллă положени тăрăх: ĕçлес ÿсĕмри çынсем – 7, ЯХПКсенче ĕçлекенсем – 2, пĕтĕмĕшле чире пула инвалид пулса тăнисем – 3, шкулта вĕренекен – 1. Çакна та каламалла: чир пуррине тупса палăртнă 13 çынран вунпĕрĕшĕн бациллăсем тухни паллă пулнă. Икĕ çын маларах туберкулезпа чирлесе илнĕ пулнă, сипленсе сывалнă хыççăн вĕсене учетран кăларнă. Анчах çулсем иртнĕ май вĕсен чир паллисем тепĕр хут палăрма пуçланă, иккĕшĕн те бациллăсем тухнă. Аса илтеретпĕр, бацилла кăларакан çын çулталăкра 5 çынран пуçласа 50 таран çынна чир ертме пултарать. Акă мĕншĕн кашни çыннăн вăхăтра флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалла.
Хальхи вăхăтра районта туберкулезпа чирлĕ 64 çитĕннĕ çын, 12–16 çулхи 1 ача тата 4 çамрăк ача учетра тăраççĕ. 20 çын активлă формăпа чирлĕ, вĕсенчен 18-шĕн бациллăсем тухаççĕ.
Отчетлă тапхăрта (2009 ç.) туберкулезпа чирлĕ 1 çын вилнĕ. Кăçалхи январьпе февральте районта тепĕр 6 чирлĕ çын тупса палăртнă.
Туберкулез – ерекен чир, ăна Кох бациллисем пуçараççĕ. Уйрăмах уçă формăпа чирлĕ çынсем урлă сарăлать. Вĕсем ÿсĕрнĕ, апчхулатнă е калаçнă чухне тавралăха Кох патаккисем тухаççĕ. Çав патаксем нумай вăхăт упранма пултараççĕ. Тÿрремĕн лекекен хĕвел пайăркисем кăна вĕсене 1–2 сехетрех пĕтереççĕ.
Чире ăçтан пĕлме пулать-ха. Çын вăрах вăхăт (2–3 эрне ытла) ÿсĕрсе çÿрет, унăн апат анми пулать, кăкăр кăшкарĕ ыратать, вăйсăрланнине туять, сурчăк çинче юн палăрать. Вăхăтран вăхăта çыннăн температура ÿсет. Çавнашкал паллăсенчен хăшĕ те пулин палăрсанах çыннăн çийĕнчех больницăна кайса сывлăха тĕрĕслеттермелле. Пирвайхи тапхăрта хăш-пĕр çынсен чир паллисене асăрхама та йывăр, ун пек чухне флюорографи кăна пулăшма пултарать.
“Шурă ромашка” уйăхлăх вăхăтĕнче республикăри диспансерта тата муниципалитетсен сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче “Уçă алăксен кунĕсене” йĕркелеме палăртнă. Эсир врач-фтизиатрпа е, сăмах ачасем пирки пулсан, ача-пăча врачĕпе тĕл пулса калаçма, сывлăха тĕрĕслеттерме пултаратăр. Ку хăвăршăн та, обществăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Чире пуçламăшĕнчех тупса палăртни унран хăвăртрах сипленсе çитме пулăшать, ăна сарăлма памасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика