АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшаççĕ ферма ĕçченĕсем (Сельское хозяйство)

23 марта 2010 г.

2009 çул пирĕншĕн, енĕшнăрвашсемшĕн, пĕр енчен лайăхах пулмарĕ: çулталăкра виçĕ председатель улшăнчĕ. Çапах та “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем иртнĕ çула тупăшлă вĕçлеме тăрăшрĕç.
Уйрăмах манăн ĕне ферми коллективĕн тăрăшуллă ĕçне-хĕлне палăртса хăварас килет. 2009 çулта пурĕ 6421 центнер сĕт суса илнĕ, çав шутра патшалăха 4829 центнер сутнă. Сĕтрен хуçалăх кассине 3 миллион та 410 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Тупăшĕ, чăн та, сахалрах, мĕншĕн тесен продукци хакĕ питĕ пĕчĕккĕ – килограмне 6–7 тенкĕпе кăна сутнă пĕлтĕр.
Фермăра чи нумай сĕт суса илни Валентина Петровна Федотова пулчĕ – 1340 центнер. Хăйне шанса панă кашни ĕнерен вăтамран 4622 килограмм паха сĕт суса илме пултарчĕ вăл. Пĕрле ĕçлекен Ирина Лукинична Герасимован кăтартăвĕ 1257 центнерпа танлашать е кашни ĕнерен 4490 килограмм сĕт сунă. Дояркăра кăçал кăна ĕçлеме пуçланă Елена Степановна Иванова та вĕсенчен юласшăнах мар, ĕçри кăтартăвĕсене лайăхлатса пырать. Малтан вăл 18 çул сысна ферминче вăй хунă. Унăн ушкăнĕнчи сыснасем вăтамран 500-шер грамм ÿт хушнă талăкра. 2008 çулта 409-шер грамм хушăнса пынă пулнă.
Пĕлтĕр лейкоз чирне пула 20 ĕнене аш-какая ăсатрăмăр. Çавăнпа та хăш-пĕр пултаруллă дояркăсемех сĕт сахалрах сурĕç, мĕншĕн тесен вĕсен çĕнĕрен группа йĕркелеме тиврĕ. Сăмахран, лейкоза пула Альбина Анатольевна Григорьева сĕт нумай çухатрĕ. Халиччен вăл ялан малтисенчен пĕри пулнă.
Çапах та пуçĕсене усмаççĕ ферма ĕçченĕсем: выльăхсене лайăх пăхса тата вĕсен продуктивлăхне ÿстерсе пырса, 2010 çулта кашни ĕнерен сĕт суса илессине 5 пин килограма çитересшĕн. Сутма та ытларах сутасшăн туса илнĕ продукцие. Тăрăшнине кура ăна тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарасшăн.
Ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те хастар. Пĕчĕк пăрусем пăхнă çĕрте Наташа Глебовна Николаевапа Лидия Николаевна Александрова ĕçлеççĕ. Талăкра 600-шер грамм ÿт хушнă вĕсем пăхакан пăрусем.
Тепĕр витинче, выльăхсем самăртнă çĕрте, Л.В.Семеновапа А.Н.Тимофеев тăрăшаççĕ: кунти пăрусем 2008 çулта талăкра 378-шар грамм хушăнса пынă пулсан, пĕлтĕр 906 грама çитнĕ.
А.А.Иванов, Ю.Н.Иванов, И.П.Александров, Н.В.Чернов, Ю.В.Герасимов, Н.П.Петров подсобниксем нумай çул ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕнесене апатпа вăхăтра тивĕçтереççĕ, çăва тухсан хăйсемех вĕсене кĕтĕве илсе тухаççĕ. Хальхи вăхăтра ĕнесене утă, улăм, сенаж (чăн та, вăл çитеймест çăва тухма) тата концентратлă апатсем параççĕ.
Çăмăлах мар пирĕн фермăра ĕçлеме. Вăл аякра вырнаçнă пирки вăштах килсе кайма хĕн. Дояркăсем сĕт суса илнĕшĕн тÿлекен расценка пĕчĕкрех пулнишĕн пăшăрханаççĕ. Çапах та енĕшнăрвашсем йывăрлăхсене пăхмасăр ĕç тухăçлăхне ÿстерсе пыма, сахалрах тăкак туса ытларах продукци илме тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра фермăра сăвакан ĕнесем пурĕ 154 пуç, дояркăсем вĕсенчен кашнинчен талăкра вăтамран 11,8 килограмм сĕт суса илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика