АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Дорстрой” çĕнтерчĕ (Спорт)

19 марта 2010 г.

Юр çинче мини-футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусене тăвайсем, тăрмăшсем, тушкилсем, нăрвашсем, чутейсем, пуянкассисем, киччĕсемпе çăлпуçсем 12 команда таранах тăратрĕç. 4 ушкăнра выляса çĕнтернисем çурма финалта тĕл пулчĕç. Тăвайри тулли мар яваплăхлă “Дорстрой” пенальтисен серийĕпе тăрмăшсенчен выляса илчĕ. Тăвайри вăтам шкул вĕренекенĕсем Тăвайри “Лидертан” вăйлăрах пулчĕç. 3-мĕш вырăншăн пынă кĕрешÿре тăрмăшсем пенальтисен серине “Лидер” футболисчĕсенчен ăнăçлăрах тапрĕç. Финалти тĕл пулăва “Дорстрой” шкул ачисенчен 3:1 шутпа выляса илчĕ, унпа пĕрлех – куçса çÿрекен кубока та.
“Дорстрой” командинчи Иван Иванов 4 мечĕк тапса кĕртсе чи лайăх бомбардир пулса тăчĕ. Тăвай шкулĕн командинчи Саша Лисов чи лайăх вратарь, Тăрмăш командинчи Леня Качимов чи пултаруллă футболист ятсене тивĕçрĕç. Мала тухнă командăсемпе номинацисенче палăрнă футболистсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика