АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Колхоз сакăрвуннăра (Сельское хозяйство)

19 марта 2010 г.

Колхоз сакăрвуннăра (Сельское хозяйство)

Кăçал Енĕш Нăрвашра хресченсем пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркелесе ĕçлеме пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Халăхра юбилейсене анлăн паллă тăвасси, уявласси йăлана кĕнĕ. Анчах юбилей вăл уяв кăна мар, чи малтан иртнĕ тапхăра, утса тухнă çулсене аса илсе тишкермелли, тунă ĕçсене хакламалли, пĕтĕмлетÿсем тумалли, малашлăха палăртмалли вăхăт. Иртнĕ вăхăтри ырă ĕçсене малалла аталантарса пымалла, çитменлĕхсемпе йăнăшсенчен татăклăн хăтăлмалла.
Пирĕн таврари ялсенче колхозсене, тĕпрен илсен, пурне те вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче йĕркеленĕ. Шел пулин те, халĕ вĕсенчен нумайăшĕ саланса пĕтнĕ, юлнисем те пысăк йывăрлăхра. Çавна май колхозсем тума кирлĕ пулман, коллективизаци йăнăш ĕç пулнă тесе ĕнентерме тăрăшаççĕ. Çапах та, коллективизаци ĕçĕнче пысăк йăнăшсем пулнă пулсан та, ял çыннисен иртнĕ ĕмĕрти 70 çулхи пурнăçĕ колхозсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Çынсенчен ытларахăшĕ колхозра пысăк хастарлăхпа, вăя шеллемесĕр ĕçленĕ. Çакна унăн историйĕнчен кăларса пăрахма çук.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пирĕн çĕршывра ял хуçалăхне коллективизацилесси 1927 çулта, партин ХV съезчĕ хыççăн, пуçланнă. Пур çĕрте те хресченсен уйрăм çĕр лаптăкĕсене пĕрлештерсе, пĕрлешсе ĕçлемелли пысăк хуçалăхсем тумалли тĕллев лартнă. “Колхоза пурин те кĕмелле пулать, анчах хăй ирĕкĕпе кăна, ирĕксĕрлеме юрамасть”, – тенĕ малтанах.
Çĕнĕ ĕçе пуçарса йĕркелесе ярасси çăмăллăнах пулман ĕнтĕ. Хуçалăх йывăр кĕрешÿре чăмăртаннă.
Ялта колхоз йĕркелес ĕçе пикенсе 1929 çулта тытăннă. Килсем тăрăх çÿресе çынсене колхоза кĕме çырăнтарасси пуçланнă, пухусем ирттернĕ, вулав çуртĕнче колхоз çинчен ăнлантарса парассине йĕркеленĕ. Пурне те колхоза çырăнма хистенĕ. Анчах малтанлăха ирĕккĕнех пĕрлешме килĕшекенсем сахал пулнă. Çапах та пысăк ялта колхоза кĕрес шухăшлисем те самаях тупăннă. 1929 çулхи раштав уйăхĕнче Йăлăм касри Ефим Архипов килĕнче колхоза çырăннă хресченсен пĕр ушкăнĕ канашлăва пухăннă. Унта 19 хресчен хутшăннă. Вĕсем ялта хăйсен хуçалăхĕсене пĕрлештерсе ял хуçалăх артелĕ туса хума килĕшнĕ. Артеле “Енших” ятлă хурас тенĕ. Унăн ертÿçи пулма Григорий Мижеева суйланă.
Ку вăл колхоз йĕркелес ĕçре пĕрремĕш утăм кăна пулнă-ха. Вĕсем малтанлăха мĕн тумаллине те, ĕçе мĕнрен тытăнмаллине те пĕлеймен. Колхоз тăвассине хирĕçлекенсем те, хăратакансем те чылайăн пулнă, хытă чăрмантарнă.
Çапах та ĕç чарăнса ларман. Артеле çĕнĕ çынсене çырăнтарассипе малалла ĕçленĕ. 1930 çул пуçламăшĕнче ялта халăх пухăвĕсем темиçе хутчен те ирттернĕ, анчах та кашнинчех кирлĕ пек калаçса татăлайман. Çĕнĕрен пуçланă пысăк ĕçре çÿлтен пулăшни те, кăштах хĕстерни те кирлех пулнă пулĕ çав. Çуркуннеччен кирек мĕнле пулсан та, колхоза йĕркелесе çитермеллех, тенĕ. Çак тĕллевпе 1930 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашра ялти хресченсен мăн пухăвне ирттернĕ. Пуху шкулăн чи пысăк класĕнче иртнĕ. Ăна йĕркелесе ирттерме Канашран, райĕçтăвкомран ответлă çынсем килнĕ. Çак вăхăт тĕлне ял Советĕнче колхоза кĕме çырăннă 84 çыннăн списокĕ пулнă. Пухура списокра асăннă çынсене пĕрлешÿллĕ хуçалăх членĕсем пулма çирĕплетес, вĕсенчен ялта ял хуçалăх артелĕ туса хурас тесе ыйту лартнă.
Малтанах районти çĕр ĕç пайĕн агрономĕ Богородицкий колхоз çинчен, унти ĕçсене мĕнле йĕркелесе ямалли, тыр-пула, пурлăха шута илсе пымалли, ĕçшĕн тÿлессине йĕркелемелли майсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă. Пуху питĕ шавлăн, тавлашуллăн, хирĕçÿсемпе иртнĕ, вăрахчен пынă. Çапах та çак пухура ялти хресченсенчен ытларахăшĕ колхоз майлă пулни палăрнă. Унта кĕме çырăннă çынсене кашнинех уйрăммăн сасăласа артель членĕ пулма çирĕплетнĕ. Пуху “Енших” ятлă ял хуçалăх артелĕ тунине тепĕр хут официаллă майпа йышăнса çирĕплетнĕ. Пухура артель правленине, унăн членĕсене 5 çынран, ревизи комиссине 3 çынран суйланă. Правлени членĕсене кашнине мĕнле ĕçшĕн ответлă пулнине палăртса хунă. Артелĕн шут ĕçĕсене туса пыма, счетовод пулма Илья Ефимова, уй-хир, ака-суха ĕçĕсене йĕркелесе яма бригадир-полевода Василий Федорова çирĕплетнĕ. Артель председателĕ пулма Григорий Михайлович Мижеева суйланă. Правление ĕçлеме малтанлăха ял Советĕнче пÿлĕм уйăрса пама хушнă. Çапла пĕрлешсе чăмăртаннă Енĕш Нăрвашра ял хуçалăх артелĕ. Ялта коллективизаци ĕçне ял Совечĕ, вулав çурчĕ, шкулти учительсем, комсомолецсем хастар хутшăннă.
Колхоз правленийĕ çийĕнчех ĕçе тытăннă. Колхоза кĕнисен лашисене, ĕç хатĕрĕсене, çĕр лаптăкĕсене шута илнĕ, камăн мĕн чухлĕ вăрлăх пуррине палăртнă.
Артелĕн Уставне çырса хатĕрлесе ял Советĕнче çирĕплетнĕ, районта регистрацилеме тăратнă. Анчах апрель уйăхĕнче хаçатсенче И.В.Сталинăн “Головокружение от успехов” статйи тухнă хыççăн ялсенче колхозран йышлăн тухасси пуçланнă. Пирĕн ялта та пулнă ку юхăм. Артельте 24 çын кăна тăрса юлнă. Çапах та вĕсем пуçланă ĕçе пĕтерсе лартма паман.
1930 çулхи майăн 1-мĕшĕнче, кĕçнерникун, “Енших” артель пуçламăш хут çурхи акана тухнă. Ку вăхăт тĕлне хуçалăха Йăлăм кас енче 42 гектар çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Колхоза кĕнисен 33 лаша, 8 акапуç, 18 сÿре, 20 сухапуç, тырă акмалли 2 сеялка пулнă. Çак вăйпа вĕсем уйăрса панă çĕр лаптăкне вăхăтра сухаласа хатĕрлесе çур тыррисем акса хăварнă. Унсăр пуçне колхоза кĕнисен малтанхи çул акса хăварнă ыраш лаптăкĕсем пулнă. Вĕсене шутласан, артелĕн тĕш тырă лаптăкĕ 100 гектара яхăн пухăннă.
Колхозăн малтанхи ертÿçи Г.Мижеев тата çав вăхăтра ĕçленисем 1930 çул тыр-пулшăн аван пулнипе пысăк тухăç илнине асăнатчĕç. Колхоза кĕрсе вăй хунисене хуçалăхра ĕçленĕ кашни куншăн пĕрер тата лашашăн 20 пăт тырă панă. Чылайăшĕ хăйсен анисенче уйрăммăн туса илнинчен нумай ытларах тырă ĕçлесе илнĕ. Колхоз патшалăха 400 пăт тырă ăсатнă.
Ĕçре чăрмавсем, йывăрлăхсем, йăнăшсем пайтах пулнă, анчах пурнăç пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçлесе начар мар тыр-пул туса илме май пуррине кăтартса панă. 1930 çулхи раштав уйăхĕнчи пухура “Енших” артелĕн пĕрремĕш çулхи ĕçĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ, аван ĕçленине палăртнă. Пухура артелĕн ятне улăштарма йышăннă. Ăна республикăра тухса тăракан “Красная Чувашия” (халĕ “Советская Чувашия”) хаçат ятне пама йышăннă.
Çĕнĕ ят илнĕ “Красная Чувашия” колхоз пысăкланса, йыш хушса, вăй илсе малалла талпăннă. Анчах колхоза хирĕçлекенсем, ура хурса чăрмантаракансем те тĕлĕрмен. Ялсенче кĕрешÿ çивĕчленсе пырать. Çавна май “раскулачивани” юхăмĕ пуçланать. Пирĕн яла та пырса тивет вăл. Нăрвашра çĕрме пуян кулаксем, колхоза чунтанах курайман “тăшмансем” пулман та тетчĕç ватăсем, çапах та влаçсем хушнипе кашни ялтах “кулаксене” пĕтермелле пулнă. Пирĕн ялтан та 8 хуçалăха колхоза хирĕç куштанланса хирĕçленĕшĕн раскулачить туса ялтан кăларса янă.
Çакăн хыççăн, паллах, колхоза хирĕç тăракансем сахалланнă, вăл аталанса, вăй илсе ĕçлеме пуçланă. 1931 çул вĕçленнĕ тĕле ялти хуçалăхсенчен çурри ытларахăшĕ колхоза кĕнĕ. Колхозăн çĕр лаптăкĕ 1500 гектара, лашасен шучĕ 279 пуçа çитнĕ. Çак çулта тыр-пул кашни гектартан 10,6 ц тухăç панă.
Малашнехи çулсенче те колхоз çирĕппĕн, пысăк чăрмавсемсĕр аталанса пынă. Кашни çулах хуçалăхра кирлĕ çурт-йĕр, хуралтăсем туса лартнă, выльăх-чĕрлĕх фермисем йĕркеленĕ. Колхоз “Фордзон” трактор та, автомашина та туяннă, ялта çĕнĕ пысăк клуб тунă. 1938–1940 çулсенче хуçалăх Мускавра ВСХВ участникĕ пулма та тивĕçнĕ. Вунă çул хушшинче тыр-пул тухăçĕ вăтамран 10,3 центнерпа танлашнă. Колхозра сад пахчи чĕртнĕ, пахча çимĕç туса илессине пуçарса янă.
1940 çулта ялти 510 килтен 444-шĕ колхоза пĕрлешнĕ. Хуçалăхра 868 вăйпитти çын ĕçленĕ, çĕр лаптăкĕ – 2943 гектар. Пурĕ 1711 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Колхозниксене ĕç кунĕ пуçне 3 кг тырă валеçнĕ, патшалăха 3048 центнер тырă панă.
1941 çулта хаяр вăрçă пуçланнă. Пирĕн колхоз та Аслă кĕрешÿрен айккинче тăман. Акă 1941 çулта кашни гектартан тырă 12 центнер, 1942 – 13,7 центнер, 1943 çулта 9 центнер туса илнĕ. Колхоз патшалăха тырă памалли плана та, оборона фондне тырă хушса парассине те чыслăн пурнăçласа пынă. Колхозниксене ĕçшĕн пама та чылаях уйăрнă. Колхозниксем çар самолечĕсем тата танк колонни тума укçа куçарса парса та Хĕрлĕ Çара пулăшнă.
Вăраха пынă вăрçă пур хуçалăха та хыттăн хавшатса хăварнă. Çав вăхăтра пысăкрах колхозсене пайласа пĕчĕкрех хуçалăхсем тусан вĕсем хăвăртрах аталанса ура çине тăрĕç текен шухăш çуралнă. “Красная Чувашия” колхоза та 1947 çулта виçĕ пая пайланă. Кайри каспа Вăтакассем “Дружба” колхоз, Йăлăмкассем “Правда” колхоз туса хунă. Анчах çакăн усси пулман. Пĕчĕк хуçалăхсем пушшех те ытларах хавшанă. 1950 çулта каллех тепĕр хут пĕрлешсе “Красная Чувашия” колхоз туса хунă.
Йывăр суран часах тÿрленмест, тÿрленсен те çĕнĕрен вăй илсе малтанхи шая çитме нумай вăхăт кирлĕ. Вăрçă хыççăн пайтах нушаланмалла пулнă ял халăхĕн. Аллăмĕш çулсем хыççăн кăна, çĕршывра ял хуçалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнсан, колхозниксем малашне ырă улшăнусем пуласса ĕненме пуçланă.
1957 çулта колхоз председателĕ пулма Василий Данилова суйланă. Вăл ĕçе пысăк хастарлăхпа тытăннă, хуçалăха вăтăр çула яхăн ертсе пынă. Колхоз хамăр республикăра та, çĕр-шывра та паллă, пысăк кăтартусемлĕ хуçалăхсен шутĕнче пулнă. Ун çинчен тата колхозăн каярахри çулĕсенчи ĕçĕсемпе кăтартăвĕсем пирки те районти ял çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Çакна кăна палăртăпăр: ял хуçалăх ĕçĕсене наука никĕсĕ çинче тĕрĕс йĕркелесе туса пырсан, кирек мĕнле хуçалăхра та çитĕнÿсем пулаççех.
Колхозсене, хресченсен вăйĕсене пĕрлештерсе ĕçлесе, çĕртен ытларах тыр-пул, выльăх-чĕрлĕхрен пысăкрах тупăш илес тĕллевпе тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче нихăш çĕрте те хуçалăхсен ĕç кăтартăвĕсем япăх пулман, кашни çулах лайăхланса пынă. Апла пулсан, колхозсем хăйсен тĕллевне пурнăçланă тесе çирĕппĕнех шутлама юрать.
Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, ялан çĕнелсе улшăнса пырать. Халĕ хуçалăхсен тĕрлĕ формисем, ĕç меслечĕсем вăй илсе аталанаççĕ. Çапах та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те пĕлтерĕшне çухатман-ха. Колхозсем йĕркелемен пулсан та ял пурнăçĕ паллах лайăх еннеллех улшăнса аталанса пынă пулĕччĕ. Анчах пирĕн çĕршывра коллективизаци çулне суйласа илнĕ, халăх ăна йышăннă. Пирĕн “Красная Чувашия” ЯХПК та хальлĕхе çак çулпах пырать. Хуçалăхăн йывăрлăхсем чылай пулсан та, вĕсене çĕнтерсе малалла кайма майсем çук мар.
 
Сăн ÿкерчĕкре: 1933 çул, производство планне туса хатĕрленĕ чухне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика