19 марта 2010 г.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттериччен вăхăт 7 уйăхран та чакрĕ. Вăл октябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пырать. Кăçалхи çырав “Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ” девизпа иртет. Çырав халăх шутне палăртни кăна мар, вăл çĕршыв сăн-сăпачĕ пулса тăрать, миçе арçын, миçе хĕрарăм пулнине, пенсири çынсен, инвалидсен хисепне, çынсен пурнăç шайне палăртма май парать. Халăх çыравĕ – Раççей летопиçĕ, унăн историйĕ, çавăнпа та çырав кăтартăвĕсем пирĕншĕн кăна мар, килес ăрусемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.
Çырав йĕркеллĕ ирттĕр, районта пурăнакан пĕр çынна та шута илмесĕр хăварас мар тесе, районти кашни ялтах адрес хуçалăхне йĕркене кĕртнĕ. Çынсен хушшинче ăнлантару ĕçĕ пырать, çыравпа çыхăннă информацисем хаçатра пичетленеççĕ, интернетра, район администрацийĕн тата ял поселенийĕсен сайчĕсем çинче ятарлă рубрикăсем уçнă. Çав тĕллевпех 67 стенд йĕркеленĕ.
2010 çулхи пĕтĕм çĕршыври халăх çыравне халалласа иртнĕ çул Чăвашстатпа республикăри “Тантăш” хаçат пĕрле ачасемпе çамрăксен чи лайăх пултарулăх ĕçĕн “Килĕм манăн – тăван Чăваш Ен” конкурсне ирттернĕ. Ун çинчен район хаçатĕнче те çырнăччĕ. Жюри хаклавĕ тăрăх, конкурсри чи лайăх ĕç пирĕн районти Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Иван Павловăн пулнă. Творчество ĕçĕсене виçĕ ÿсĕм ушкăнĕнче хакланă. Чи пĕчĕккисен "1–4 классем" хушшинче пĕрремĕш вырăна Тĕмер шкулĕнче 1-мĕш класра вĕренекен Дима Кувшинов йышăннă. Конкурса 200-е яхăн ĕç тăратнă, вĕсенчен Чăвашстат куçса çÿрекен выставка йĕркеленĕ. Мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен выставка пирĕн районта ĕçлет. Ăна мартăн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн 1-мĕш хутĕнче, 18–19-мĕшĕсенче – Тăвайри вăтам шкулта, мартăн 20–22-мĕшĕсенче – культурăпа кану центрĕнче, 23–24-мĕшĕсенче – музейри выставка залĕнче вырнаçтарма пăхнă. Пурне те çитсе курма сĕнетпĕр. Малалла курав Канаш районне куçать.