19 марта 2010 г.
Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă паллă йĕлтĕрçĕне, опытлă тренера Петр Витальевич Гаврилова асăнса кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем пулчĕç. Ăна тĕрлĕ ÿсĕм çулĕсенчи спортсменсем хутшăнчĕç: çул çитмен яшсемпе хĕрсенчен пуçласа 50 çултан иртнисем таранах. Дистанци – 2 тата 4 километр.
Харпăр хăй ÿсĕмĕнче мала тухнисем.
шкул ачисем хушшинче:
Игорь Кириллов (Тăрмăш), Юрий Николаев (Энĕшпуç), Евгений Федоров (Тăрмăш);
Ольга Максимовапа Надежда Гаврилова (Эльпуç), Аниса Дмитриева (Тăрмăш);
18–29 çулхи арçынсем
Артем Егоров (Нăрваш), Александр Романов (Çĕнĕ Пуянкасси), Андрей Павлов (Çĕнçырма);
хĕрсемпе хĕрарăмсем
Надежда Максимова (Çĕнçырма);
30–44 çулхисем
Сергей Максимов (Çĕнçырма), Эдуард Буинцев (”Дорстрой”), Павел Романов (Пуянкасси шкулĕ);
Нина Максимова (Çĕнçырма), Марина Сорокина (Тăвай шкулĕ);
45 çулхи тата унран аслăраххисем
Владимир Романов (Çĕнĕ Пуянкасси), Валерий Афанасьев (Тăрмăш шкулĕ), Геннадий Николаев (район сучĕ);
Любовь Ильина (район сучĕ), Надежда Козлова (Эльпуç шкулĕ), Зинаида Николаева (район сучĕ).
Гавриловсен çемйин кубокне, иртнĕ çулхи пекех, Эльпуç ял поселенийĕн туслă команди çĕнсе илчĕ. Тăрмăш шкулĕ 2-мĕш, Пуянкасси шкулĕ 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Мала тухнă командăсене те, харпăр хăй хушшинче палăрнисене те Гавриловсем дипломсемпе медальсем тата парнесем парса чысланă.
Петр Витальевич Гаврилов районта физкультурăпа спорт юхăмне аталантарма нумай вăй хунă çын. Вăл пулăшнипе çамрăк спортсменсен темиçе ăрăвĕ ÿссе çитĕннĕ, нумайăшĕ, вĕрентекенĕ пекех, физкультурниксем пулса тăнă. Унăн сăнарĕ яланах воспитанникĕсемпе ĕçтешĕсен асĕнче юлĕ.