19 марта 2010 г.

Юнкун района пĕрлехи информаци кунне хутшăнма Шупашкартан ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.М.Стальская ертсе пыракан ушкăн килсе кайрĕ. Ун йышĕнче – республикăри вĕрентÿ институчĕн ректорĕ В.Д.Данилов, халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М.М.Архипов.
Хăнасем пирвай район пуçлăхĕпе Н.И.Ивановпа тĕл пулса вырăнти лару-тăрупа паллашнă, вара, ушкăнсене пайланса, тĕрлĕ çĕре тухса кайнă, ĕç коллективĕсемпе, вăрçăпа ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Район пуçлăхĕ Н.Иванов А.Стальская министрпа пĕрле Йăнтăрчă ял поселенийĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе, салтак арăмĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулăва хутшăннă. Хăнасем ĕçпе вăрçă ветеранĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркелес тĕлĕшпе патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен каласа кăтартнă. 2010 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсене тепĕр хут ĕçе кĕртме палăртнă.
Тăвай районĕнче те тĕш тырă культурисем туса илмелли лаптăксене 13 пин гектара çитерме пăхнă (çав шутра çурхи тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем туса илмелли лаптăксем – 8,2 пин га). Умĕнхи çулпа танлаштарсан, ку вăл 102,4 проц. Çĕр улми лаптăкне 1772 (105 проц.) гектара çитересшĕн. Çавăн пекех пахча тата тымар çимĕçсем иртнĕ çулхинчен кая мар лаптăк çинче туса илмелле. Акса-лартса тăвакан лаптăксем 23285 гектартан кая мар пулмалла. Усă курман çĕр лаптăкĕсене кăçал тепĕр 1140 гектар пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне 1,5 тонна, сойăпа кукурузăнне 3-шер тонна, 20 тонна çĕр улми вăрлăхĕ, 353 тонна минераллă удобренисем (палăртнинчен 19,2 проц.), çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем 167 тонна (46,3 проц.) туяннă. Тĕрĕслеттернĕ 2233 тонна тĕш тырă вăрлăхĕн 61 проценчĕ кондициллĕ шутланать. Çуракине хутшăнакан техникăн 71 процентне юсанă. Лизинг йĕркипе “Дружба” хуçалăх Т 150 трактор туяннă.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа часах 65 çул çитет. Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме пирĕн районтан 5 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 3 пин ытла çын вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Ентешсенчен чылайăшĕ фронтри хăюлăхпа паттăрлăхшăн Тăван çĕршывăн çар наградисене илме тивĕçнĕ. Акă Улянкă ялĕнче пурăнакан вăрçă участникне И.Иванова фронтри паттăрлăхшăн Тăван çĕршывăн 5 орденĕпе наградăланă. Вăл 2000 çулта Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.
Министрпа район пуçлăхĕ Йăнтăрчăпа Улянкă ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕсене 4 çынна, пĕр салтак арăмне тата 20 тыл ĕçченне “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул” юбилей медалĕсене пачĕç. Ватă çынсем хăйсене манманшăн, вĕсемпе тимлĕ пулнăшăн республика тата район ертÿçисене тав турĕç, çак кун вĕсен асне яланлăхах юласси çинчен пĕлтерчĕç.
Шкул ачисем сăвăсем вуласа, культура ĕçченĕсем юрăсем юрласа ветерансене савăнтарчĕç.
Пухăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.Хайдукова, шкул директорĕ В.Егоров депутат, ветерансен ялти канашĕн председателĕ Р.Кондратьева саламларĕç.
Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе В.Шакровпа В.Данилов Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче вĕрентекенсемпе, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕпе В.Ильинпа М.Архипов Çĕнçырмара пурăнакансемпе тĕл пулнă.
Тĕл пулусем хыççăн граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.