19 марта 2010 г.
Пĕлес марччĕ ман вăрçă мĕнне,
Илтес марччĕ çынсем йĕнине.
Курас марччĕ çуртсем çуннине,
Шырас марччĕ тăванăмсене.
Вĕренесчĕ шкулта тăрăшса
Пурăнасчĕ чунтан савăнса.
Вăрçă. Чуна çÿçентерекен сăмах вăл. Вăрçа пула мĕн чухлĕ ача ашшĕ-амăшĕсĕр ÿсмен-ши, миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр сÿнмен-ши. Вăрçа пулах манăн кукамай та ашшĕсĕр юлнă.
Унăн ашшĕ, Георгий Романович, вăрçă пуçланичченех авланнă. Вĕсен хĕр çуралнă, ăна Роза ятлă панă. Мĕн тери савăнăç! Пĕрремĕш пепке. Анчах... Вăрçă.
Вăрçă пуçланнă çул мăн кукаçи 27 çулта пулнă. Пĕртăван Романовсем фронта виççĕн тухса кайнă: манăн мăн кукаçи, унăн шăллĕ Илюш, йăмăкĕ – Люкси (Александра). Анчах та вĕсенчен пĕри те фронтран таврăнайман.
Унтанпа 63 çул иртрĕ. Мăн кукаçин вăрçăран янă 16 çырăвĕ паянхи кунчченех пирĕн килте упранать. Вĕсене кукамай пĕчĕк арчара тирпейлĕ чĕркесе усрать.
Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кукамай виçĕ кĕтеслĕскерсене арчинчен кăларса хăй умне хурать. Вăл çав çырусене вуласа ашшĕне хăй умне кăларса тăратнă пек туйăнать. Эпĕ çав самантра унăн сăн-пичĕ улшăнса пынине асăрхатăп.
Çав çырусен содержанийĕсене ас тăвакан пултăм, хăш-пĕрисене пăхмасăр та пĕлетĕп, пурпĕрех хумханмасăр вулаймастăп.
Кукаçи вăрçа 1941 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче тухса кайнă. Вăл тÿрех Мускав патĕнчи хаяр çапăçусене лекнĕ. Минометчик пулнă кукаçи.
Тепĕр уйăхран вăл шăллĕ патне çапла çырнă:
25.12.41ç.
“...Хисеплĕ тăвансем!
Эпир Мускав çывăхĕнче чарăннăранпа пĕр уйăх иртрĕ, анчах та сирĕнтен пĕр çыру та илсе вулаймарăм. Ытти салтаксем тăванĕсенчен çыру илеççĕ, савăнаççĕ. Эпĕ сирĕнтен кашни кун çыру кĕтетĕп”.
Георгинчен виçĕ кĕтеслĕ çырусем тăтăшах килсе тăнă.
Акă, 1942 çулта вĕсен полкĕ Мускава хÿтĕленĕ çĕрте паттăррăн çапăçнă, малалла куçса пынă. Çавăнпа та вăл çырăва урăх адреспа яма ыйтнă.
13.01.1942 ç.
“Эпĕ халь урăх çĕрте пурăнатăп. Алтаккин кукки те пĕрлех. Аванах пурăнатпăр. Тата малалла кайсах пыратпăр, тăшмансене ларма-тăма памастпăр...”
Çав кунах вăл тăванĕсенчен хыпар илет те савăннипе тепĕр çыру çырать. Çырупа пĕрле фронтра ÿккерттернĕ сăн ÿкерчĕкне ярса парать. Хăй те тăванĕсен сăн ÿкерчĕкне ыйтать.
15.03.43.
“...Эпĕ чĕрĕ те сывă, нимĕçсем çине тапăнатпăр. Халĕ Смоленск патнелле кайса пыратпăр. Пурнăç тем тĕрлĕ те пулать. Хальлĕхе пурте çителĕклĕ: шывĕ те, çимелли те. Халь çеç вĕсене минометсемпе аркатрăмăр”.
17.04.43 г.
“Вăхăт сисĕнмесĕр иртет, кĕçех Май уявĕ, таврара – симĕс курăк, шурă хурăнсем. Хăть мĕнле пулсассăн та çурхи савăнăç. Ман йĕри-тавра вара пуля шăхăрать.
Эпир паянхи куна чи малти ретре. Пурнăç темеллех мар, анчах ним тума та çук. Паян сывă та ыран тем пулать, калама питĕ хĕн. Чипер сывă юлсан, хăçан та пулсан пĕр-пĕрне курайăпăр-и(
Роза хĕрĕме пысăк тăвăр. Вăл халĕ ÿсрĕ пулĕ ĕнтĕ. Çулталăк иртрĕ вĕт. Тепĕр çырура ун пĕчĕк ал лаппине йĕрлесе ярăр-ха. Питĕ курас килет сире.
Аллусене чăмăртаса уйрăлатăп.”
Ман кукаçи йывăр лару-тăрура нихăçан та çухалса кайман. Çĕнтерессе шанса тăнă. Ун кăмăлĕн тĕп палли пулнă çакă. 1943 çулта вĕсен роти Смоленск таврашĕнче çапăçнă.
Кунтан вăл çемйипе тăтăшах çыру урлă çыхăну тытнă. Тен, хăй таврăнаймасса сиснĕ.
Мăн кукаçирен юлашки çыру 1943 çулхи августăн 27-мĕшĕнче килнĕ. Урăх пĕр çыру та пулман унран. Хыпарсăр çухалнă вăл. Ăçти çапăçура, хăçан пуç хунă-ши манăн кукаçи. Ăна никам та пĕлмест.
Ĕмĕр тăршшĕпех кĕтнĕ ăна кукамай. Хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрне çитĕнтернĕ, вĕрентнĕ. Манăн кукамай учитель профессине алла илсе Тăрмăшри вăтам шкулта 35 çул хушши ачасене пĕлÿ панă.
Часах Çĕнтерÿ кунĕ çитет. Эпир каллех мăн кукаçи çырнă çырусене вуласа ăна аса илĕпĕр. Вăл яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.