АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă та тупăшлă ĕçшĕн (Экономика)

16 марта 2010 г.

“Акконд–агро фирма” УАО генеральнăй директорĕ В.П. Иванов пире, вăхăт тупса, тарават йышăнчĕ. Предприяти иртнĕ хуçалăх çулне тупăшлă вĕçленĕ. 2010 çулта та тухăçлă ĕçлес тĕллев тăрать, терĕ Вячеслав Павлович. Выльăхсен йышĕпе продуктивлăхĕ ÿссе пырать. Кăçал иккĕмĕш ĕне вити тума палăртнă. Ăна, Вячеслав Павлович каланă тăрăх, май уйăхĕнче пуçăнаççĕ. Кăçалах хута ярасшăн. Подрядчикĕ – Шупашкартан-мĕн. Комплексра тепĕр скважина, çĕнĕрен виçĕ сенаж траншейи, тислĕк пухăнмалли вырăн тума палăртаççĕ. Консерв цехĕ пулнă çĕрте сĕте ĕçлесе хатĕрлеме тытăнасшăн тата ытти те.
Эпир калаçнă хушăра гендиректор патне вĕçĕм шăнкăравласа тăчĕç. Предприяти шанчăклă, çавăнпа нумайăшĕ унпа çыхăну йĕркелесшĕн.
Акă Мускаври “Тагирис” ХАОран шăнкăравлаççĕ, ЗЦМ кирлĕ мар-и, тесе ыйтаççĕ. Килограмне 40 тенкĕпе сутаççĕ-мĕн пăрусене хатĕрлесе ĕçтермелли сĕт заменительне. Ăна агрофирма хальлĕхе 42 тенкĕпе е кăштах ытларахпа туянать. Унпа усă курни сĕт таварлăхне ÿстерме май парать. “Анчах Мускав пирĕншĕн инçе, тăкаклă кÿрсе килме, Шупашкарта филиал çук-и;“ – интересленет Вячеслав Павлович. Çук, иккен. Хусансем ăнах 62 тенкĕпе сутаççĕ-мĕн. Анчах пахалăхĕ раснах лайăх-ши вĕсен, шанчăклă-ши; Каллех шăнкăрав. “Пÿлмек оборудованийĕ, картасем, алăксем, чÿрече шторисем, матсем пур-и; Пулсан, мĕнлерех йышшисем;“ – трубкăна итленĕ хыççăн пĕрне те тепĕрне ыйтса кăсăкланать “Акконд-агро фирма” общество ертÿçи. Пурне те шута илме, танлаштарса пăхма, суйлама, хăшĕнпе те пулин килĕшме, пĕр чĕлхе тупма тивет.
“Акконд–агро фирмăра” малта пыракан технологисем, инноваци меслечĕсем яланах тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç. Гендиректора биогаз туса хатĕрлес пирки те хăш-пĕр документсем кĕртсе пачĕç.
Çураки–2010 çывхарса пынă май малалла ун пирки те пычĕ сăмах-юмах. “Çурхи уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă туса ирттерме 200 тонна солярка, çителĕклĕ таран дизель çăвĕ, 62 тонна аммиак селитри, 65 тонна кăткăс удобрени, 22 тонна карбамид туянтăмăр”, – терĕ агрофирма ертÿçи. Вăл тата А.Н.Михайлов тĕп агроном каланă тăрăх, çурхи культурăсене вăрлăхпа пĕрле удобрени парса акаççĕ. Кĕр тыррисене – вĕсем пурĕ 600 гектар – çуркунне пĕтĕмпех аммиак селитрипе апатлантарса тухаççĕ. Разбрасывательсемпе удобрени сапаççĕ, ун хыççăн ăна варăнтарса тата нÿрĕк хупласа пыма сÿре агрегачĕ кĕртеççĕ.
Вăрлăх çитнĕ таран акма планлаççĕ. Вĕсене сортласа, тĕрĕслеттерсе хунă. Чи пысăк лаптăк кĕрхи тулă йышăнать. Вăл Московская 39 сортлăскер. Çурхи тулă – пĕтĕмпех Прохоровка. Тухăçлă сортсем. Клейковина пĕлтĕр 23 процентпа танлашнă. Кăçалхи тухăçшăн тăрăшса сĕллĕн элита вăрлăхне ĕрчетмелĕх 6 тонна туянаççĕ.
Обществăра выльăх апачĕ туса илессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕп агроном даннăйĕсем тăрăх, выльăх апачлĕх культурăсем пурĕ 1300 гектар ытла йышăнĕç. Çав шутра люцерна хăех 430 гектар ытла. Унсăр пуçне кăçал тепĕр 250 гектар ÿстересшĕн унăн лаптăкне. Вăрлăхĕ хăйсем туса илниех пур. Халăха сутмалăх та 3 тонна уйăрнă люцерна вăрлăхĕ. Ăна магнитлă сортировка витĕр кăларсах тасатнă. 1 килограмне 150 тенке сутаççĕ. Козлятник те пур, ытти курăксен хутăшĕ те акаççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çуркунне сÿрелесе нÿрĕк хуплаççĕ. Пĕрремĕш хут çулса илнĕ чухне 290 гектар çинчи люцернăран рулонласа утă хатĕрлеме палăртаççĕ.
Силослăх культурăсенчен кукуруза 200 гектар акса тума палăртнă. Çĕрне кĕркуннех хатĕрлесе хăварнă. Вăрлăхне те, тĕпрен илсен, туяннă, кăшт çеç илсе çитереймен ку вăхăт тĕлне. Асăннă культурăна туса илессипе опыт пур аккондçăсен – хăй вăхăтĕнче “уй-хир патши” тенĕскерне, пĕлтĕр те 192 гектар çитĕнтернĕ. Унсăр пуçне кăçал пуçласа соя 20 гектар акаççĕ. Белокпа пуян культурăсем тĕп вырăн йышăнĕç общество уйĕнче. Çаксем сĕт тата аш туса илессине ÿстерсе пымалли шанчăклă резерв пулса тăрĕç. Маларах асăнтăмăр-çке, ĕнесемпе мăйракаллă ытти шултра выльăхсен йышĕ ÿссе пырĕ агрофирмăра. Продукцийĕ те, пысăк пахалăхне кура, тивĕçлĕ хакпа каясса шанас килет. “Хак кăшт чаксан та, чуна пăшăрхантарать”, – тет общество ертÿçи В.П.Иванов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика