16 марта 2010 г.
Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсенче пурăнатпăр. Халь вĕсенче кашни çемье харпăр хăйĕн газ хуранĕпе хутса ăшăтать. Пĕр енчен лайăх та ĕнтĕ ку, пÿлĕмсенче сывлăш температури кирлĕ нормăра тăрать ялан. Çав вăхăтрах пысăк тимлĕх кирлĕ, газ хуранĕ мĕнле лару-тăрура пулнине тăтăшах пăхса тăмалла. Çулталăкра пĕр хутчен Чăвашрегионгазăн Канашри филиалăн Тăвайри газ участокĕн работникĕсем тĕрĕслеççĕ хваттерсенчи газ оборудованийĕсем мĕнле ĕçленине. Кирлĕ пулсан юсаççĕ, хăрушсăрлăх правилисене тепĕр хут ăнлантарса хăвараççĕ.
Нумаях пулмасть пирĕн хваттерсенчи газ оборудованисене Владимир Нефалимович Игнатьев слесарь тĕрĕслерĕ. Хăйĕн ĕçне юратса, тĕплĕн пурнăçлани тÿрех курăнчĕ. Вăл газ хуранне уçса хăрăмран тасатрĕ, плитана та йĕркене кĕртрĕ. Хурана 10 çул хушшинче уçса тасатса паракансем пулманччĕ.
Тăвайри газ участокĕнче ĕçлекен В.Игнатьева çынсен пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕшĕн тимленĕшĕн тав тăватпăр, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.