АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу асра юлчĕ (Культура)

16 марта 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа Çĕнçырмари пуçламăш шкулта нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче вĕренекенсем В.М.Григорьева воспитательница йĕркелесе пынипе концерт хатĕрлерĕç. Программăра вăрçă çинчен хывнă юрăсем, сăвăсем, çарпа патриотизм темипе çыхăннă, ытти номерсем кĕртрĕç.
“Атьăр-ха, арçын ачасем!” конкурсра пулас салтаксем сухан тасатассипе, уяв открыткисем ÿкерессипе тата ытти вăйăсенче ăмăртрĕç. “Кашăк çинчи шар” конкурс вара пурне те килĕшрĕ. Г.Иванов, А.Гурьев, А.Иварбеев, А.Матвеев, А.Кабаков, Н.Максимов, И.Васильев хастарлăхпа палăрчĕç. Тăван çĕршыв çинчен çырнă сăвăсене Е.Антонова, А.Иварбеев, А.Матвеев хавхаланса вуларĕç.
Вĕренекенсен ушкăнĕ С.Ф.Константинова, И.В. Краснова, С.И.Александрова класс ертÿçисемпе пĕрле Тăвайри краеведени музейĕнче пулчĕ. Музей директорĕ С.Сергеева “Çар паттăрлăхĕн” залĕнче Енĕш Нăрвашран тухнă паллă художникăн, П.М.Меркурьев фронтовикăн диорамипе паллаштарчĕ, Тăвай районĕнче вăрçă çулĕсенче хÿтĕленÿ сооруженийĕсем туни çинчен каласа пачĕ.
Краеведени музейĕнче Тăвайра пурăнакан тыл ĕçченĕпе М.Катяковапа тĕл пулни тарăн йĕр хăварчĕ. Матрена Михайловна оборона трасси чавнă çĕрте мĕн тери йывăр условисенче ĕçленине аса илчĕ. Тăвай районĕпе хÿтĕленÿ линийĕ 50 км тăсăлнине асра тытса юлчĕç ачасем. Вăрçăра вилнĕ ашшĕне асăнса кĕвĕленĕ юррине юрланă чух салтак арăмĕн куçĕсем шывланчĕç.
Сумлă ветерана тимлĕн итлерĕç вĕренекенсем, юлашкинчен ăшшăн тав туса, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунса уйрăлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика