16 марта 2010 г.
Çурхи хĕвеллĕ те ăшă кун çут тĕнчене килнĕ Сăхăтпуçĕнче пурăнакан Глафира Неофитова. Акă ĕнтĕ унтанпа 70 çул хыçа юлчĕ.
Глафира Владимировна Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче 1940 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Хусанти педагогика институчĕн географи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Пурнăç çулĕ çамрăк вĕрентекене 1972 çулта Сăхăтпуçне илсе çитернĕ.
Икĕ хĕрне ура çине тăратма, аслă пĕлÿ пама чунтанах тăрăшнă Глафира Владимировна. Халĕ аслă хĕрĕ Оля çемьеллĕ ĕнтĕ. Вăл Чăваш телевиденийĕнче вăй хурать, Ольга Ласкус тесен пурте пĕлеççĕ ăна. Кĕçĕнни – Оксана, Мускавра дизайнерта ĕçлет.
Г.Неофитова географипе историе вĕрентетчĕ. Вăл ирттернĕ уроксем яланах интереслĕччĕ, час-часах хăй пулса курнă паллă вырăнсем çинчен çав тери кăсăклă каласа паратчĕ. Çулсеренех шкулта историпе географи эрни пурин кăмăлне каймалла иртетчĕ, ăста педагог çĕнĕрен те çĕнĕ вăйăсем шутласа кăларатчĕ. Ачасемшĕн вăй-халне шеллеместчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче çĕнтерсе республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма тивĕç пулатчĕç.
Глафира Неофитова – ялти ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. Вăл пултаруллă вĕрентекен çеç мар, хĕрарăмсен Совечĕн председателĕ те, ял Совечĕн депутачĕ те пулнă. Хисеп грамотисемпе Мухтав хучĕсен шучĕ те çук. Шкулта музей ĕçне йĕркелесе пынă, ăна экспонатсемпе пуянлатас тесе нумай вăй хунă. Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ художество пултарулăх коллективĕн членĕ пулнă май тĕрлĕ уяв-каçсене хастар хутшăнатчĕ.
Вăл кирек кама та ăшă сăмахпа е ĕçпе пулăшма яланах хатĕр. Ĕçчен аллисем темĕн те тума пĕлеççĕ: тĕрлеме, çыхма, çĕлеме. Хĕрĕсем те ал ĕçне хăнăхса ÿсрĕç. Оксана, сăмахран, пĕчĕк чухнех пуканине хăй çыхса тумлантаратчĕ.
Хисеплĕ Глафира Владимировна! Кил хуçалăхăрти татулăх кунсеренех тĕреклентĕр. Йывăрлăхсене çĕнтерсе ÿс-тернĕ хĕрĕрсенчен тулли телей курмалла пултăр, мăнукăрсем савăнăç кÿччĕр Сире. Сывлăхăр çирĕп, ĕмĕрĕр чăваш сурпанĕ пек вăрăм, кун-çулăр лăпкă пултăр.