16 марта 2010 г.

Темиçе çул ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз Раççейри организацисем хушшинче тĕрлĕ кăтартусемпе малти вырăнсене тухать. Кăçал вăл тата пысăкрах çитĕнÿсем тума тăрăшать, мĕншĕн тесен 90 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. “Чăвашсем ĕçе йĕркелеме пĕлеççĕ”, – тесе ахальтен каламаççĕ çĕр-шывăн тĕп хулинче. Республикăри кооператорсем çак чыс-сума тытса тăрассишĕн, упрассишĕн тимлеççĕ. Суту-илÿпе производствăна çулленех лайăхлатсах пынисĕр пуçне обществăлла пурнăçра та активлăх кăтартаççĕ вĕсем.
Чи лайăх продукци хатĕрлес енĕпе конкурссене хутшăнаççĕ, выставкăсенче те пулаççĕ, йĕлтĕрпе те чупаççĕ, шашка-шахматла та выляççĕ, хатĕрлевçĕсем те тупăшаççĕ... Чăвашпотребсоюз ирттерекен мероприятисене пурне те асăнса пĕтереймĕпĕр.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, ак, “Потребкоопераци мисĕ – 2010” конкурс пулнă Шупашкарта. Икĕ тапхăрта иртнĕ вăл.
Унта 14 потреборганизаци хутшăннă. Чăвашпотребсоюз ертÿçи В.Павлов тухса калаçнă, пухăннă хĕрсемпе хĕрарăмсене уявпа саламланă, конкурса хутшăнакансене çĕнтерме суннă. Харпăр хăй обществипе, хăйсемпе паллаштарнă, юрласа-ташласа кăтартнă, артист пултарулăхне те уçса панă, кĕлетке илемĕпе те тупăшнă суту-илÿре ĕçлекен миссем. Жюри пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн иккĕмĕш тапхăра улттăн юлнă.
Çав шутра пирĕн районти “Кооператор” магазинра тăрăшакан Рузалина Мадияровна Храмова та пулнă. Çакнашкал мероприятие пуçласа хутшăнакан тăвайсемшĕн ку чăннипех те пысăк çĕнтерÿ пулчĕ ĕнтĕ.
Пилĕк конкурс витĕр тухмалла пулчĕ иккĕмĕш тапхăра юлнисен. Кĕлетке илемĕпе паллаштарнă хĕрсемпе хĕрарăмсем, Чăвашпотребсоюзăн историйĕпе ыйтусем çине хуравланă, харпăр хăй организацин презентацине кăтартнă, юрланă, ташланă. Пирĕн Рузалина ыйтусем çине аван хуравланă, ташă-юрăра маттур пулнă. “Мана конкурса хатĕрленме пулăшнă ĕçтешĕмсене, культура çуртĕнче ĕçлекен Валентина Александровапа Александр Павлова, Тăвайри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Руслан Антонова тав тăватăп. Шкулта вĕреннĕ чухнех “Атьăр-ха, хĕрачасем” вăййа тăтăшах хутшăнни чылай хавхалантарчĕ”, – тет Р.Храмова сутуçă.
“Çыпăçулăхпа илем мисĕ” номинацире çĕнтернĕ вăл. Тĕрлĕ хаклă парнесене тивĕçлĕ пулнă, канма каяс тесен путевка хакне 5 процент чакармалли документ панă, “Эско” страхлакан компани тÿлевсĕр страхланă ентешĕмĕре. “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров та çĕнтерÿпе саламланă Рузалина Мадияровнана, парнепе чĕрĕ чечексен çыххине парса хавхалантарнă.
Пирĕн район чысне хÿтĕленĕ чиперкке Сăхăтпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Илемлĕ хĕре ял каччиех куç хывнă. Юрий Николаевичпа çемье çавăрнă вĕсем. Хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ Храмовсем. Асли, Валерия, пĕрремĕш класа Тушкилти вăтам шкула çÿрет. Ывăлĕ, Максим, виçĕ çулта. “Хуняма, Зоя Петровна, лайăх манăн. Килĕштерсе пурăнатпăр унпа. Ачасемпе, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхпе вăл ытларах тĕрмешет. Самантпа усă курса, ăна тата хамăн аннене, Людмила Николаевнана, иртсе кайнă уявпа саламлатпăр, чирлемесĕр 100 çула çитме сунатпăр”, – калаçăва малалла тăсрĕ умри хĕрарăм.
Пăхатăн та ун çине: сăмах çумне сăмах хушас, пит-куç илемне упрама пĕлекене чылайччен сăнаса тăрас килет. Ĕçĕнче, пурнăçĕнче тата пысăкрах ăнăçу сунса уйрăлтăмăр унпа. Шанатпăр, суту-илÿре, çакнашкал конкурссенче вăл малашне те ырă тĕслĕх кăтартĕ. Хĕрĕ, Валерия, пултаруллă пулни те пирĕн ĕмĕтсем çутă пулассине çирĕплетет-ха.
Сăн ÿкерчĕкре: “Потребкоопераци мисĕ – 2010” конкурса хутшăннă Р.Храмова.