АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саламларĕç, медальсем пачĕç (Общество)

12 марта 2010 г.

Саламларĕç, медальсем пачĕç (Общество)

Çуркунне этемлĕхĕн чи илемлĕ çуррине – хĕрарăмсене – халалланă уявран пуçланни питех те пĕлтерĕшлĕ. “Эсир çут çанталăк тума пултарнă хаклăран та хаклă, илемлĕрен те илемлĕ ахах мерчен. Эсир пуррипе илемлĕ çак çутă тĕнче. Сирĕнпе чăннипех мăнаçланатпăр”, – терĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров мухтава тивĕçлисене наградăсемпе чысланă церемонире. Кунашкал чыславсем уяв умĕн тĕп хуламăрта кăна мар, республикăри вун-вун ялпа хулара пулса иртрĕç. Юратнă аннесене, асанне-кукамайсене, аппа-йăмăксене халалланă савăнăçлă каç Ураскассинчи культура çуртĕнче мартăн 8-мĕшĕнче пулчĕ. Уява чи пĕчĕккисем, Çĕнçырмари пуçламăш шкулта вĕренекенсем, уçрĕç. Çепĕç юрăсемпе, ăшă сăмах-юмахпа саламларĕç вĕсем хăйсен савнă амăшĕсене. Пĕчĕкскерсене концерта В.Григорьева воспитательница хатĕрленĕ. Унтан сцена çине район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ В. Ильин тата Эльпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов хăпарчĕç. Вĕсем те хаклă хĕрарăмсене уявпа саламларĕç, чи ыррине, лайăххине кăна сунчĕç. Çавăн пекех вăрçă тата тыл ветеранĕсене юбилей медалĕсем парса чысларĕç. Ку наградăна тивĕçлĕ пулнисем – Василий Александров, Миропия Григорьева, Глафира Александрова, Мария Александрова, Мария Кириллова, Миропия Александрова, Мария Иванова, Нина Иванова, Николай Макаров, Алексей Михайлов, Нина Русскова, Максим Александров, Ираида Васильева. Тăххăрăн килнĕ культура çуртне. Кăкăрĕсем çине çап-çутă медальсене çакса янă май сумлă ветерансене канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунчĕç. “Тавах, пире манманшăн, сума сунăшăн,” – терĕç мучисемпе кинемейсем. Чылайăшĕн куççулĕсем те тухрĕç.
Медаль илнисене тата зала пухăннисене саламласа сцена çине ачасен “Шевле” фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Çамрăк артистсем “Вăрçа ăсатни” композицие питех те ăста выляса-юрласа кăтартрĕç.
Уяв ячĕпе хатĕрленĕ концерт программи анлă та пуян пулчĕ. Аннесене халалланă сăвă-юрă чылай янăрарĕ. Концерта “Пилеш”, “Кĕмĕл купăс” ушкăнсем шăрантарнă “Ах, тăванăм, тăван”, “Яра пар”, “Тăвансем патне килнĕ чух”, Е.Гавриловапа П.Никифоров юрланă “Курас килет”, “Пурнăç юрри” тата ытти номерсем илем кÿчĕç. И.Никифорова культорганизаторпа С.Антонова илемлĕх ертÿçи тăрăшнипе хатĕрленĕ уяв сĕтелĕ те тулăх пулчĕ. Техĕмлĕ чейпе, пылак тортпа, кукăль-хуплупа сăйларĕç тараватлă хĕрарăмсем хаклă хăнасене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика