АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район – 75-ре, эпир те – 75-ре (Общество)

12 марта 2010 г.

Çак кунсенче Тăвай районне туса хунăранпа 75 çул тултарчĕ. Çавна май Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенийĕн администрацийĕ района туса хунă çулне çуралнă, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пенсие тухнă çынсемпе – вĕсен хушшинче аслăраххисем те, çамрăкраххисем те пур – тĕл пулу йĕркелеме палăртрĕ.
75 çул – çыннăн вăтам ĕмĕрĕ. Вăл нумай та мар истори тÿпинчен пăхсан. Анчах мĕн чухлĕ улшăну пулса иртет çав тапхăрта çын пурнăçĕнче. Районпа пĕр çулхисен ачалăхĕ ытла та йывăр килчĕ çав, ăна тăм тиврĕ, вăрçă вучĕ ĕнтрĕ. Нумайăшĕн ашшĕсем, пиччĕшĕсем, куккăшĕсем вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕç. Выççине те, сиввине те тÿсме тиврĕ 75 çул каялла çуралнисен, мĕн чухлĕ куççуль юхмарĕ пуль тăлăх туратсен. Çавах та çын тени теме те чăтать çав, вĕсем те хуçăлмарĕç. Выçăллă-тутăллă пулсан та ÿссе çитĕнчĕç, мăшăрланчĕç, кил-çурт çавăрса, ача-пăча ÿстерсе пурнăçа чиперех ăнтарса пычĕç. Сисмерĕç те асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулса тăчĕç. Ятлă-сумлă çынсем вĕсем халĕ ялта.
Тĕл пулăва ирттерме сценари те хатĕрлерĕ Л.Васильева библиотекарь. Пухăннисене поселени пуçлăхĕн çумĕ Н.Потапова 2 хут уяв ячĕпе (районăн та, пухăннă çынсен те кăçал юбилей вĕт!) саламларĕ, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунчĕ.
Лия Витальевнапа культура çурчĕн директорĕ Татьяна Николаевна кĕскен Тăвай районĕн историйĕпе паллаштарчĕç. Хăнасем хăйсен кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕç. Итлеме питĕ интереслĕ пулчĕ.
Акă Валентина Семеновна Иванованах илер. Библиотека заведующийĕ, культура пайĕн инспекторĕ, парти райкомĕн секретарĕ, ял канашĕн председателĕ пулнă. Хăйпе пĕр тăванĕн икĕ тăлăх ачине пăхса ÿстерсе ура çине тăратрĕ. Медальсем, тав хучĕсем пур унăн.
Ирина Владимировна Филиппова Мускав облаçĕн хĕрĕ. Аслă шкул хыççăн направленипе пирĕн района килнĕ, кунта Кивĕ Пуянкасси йĕкĕчĕпе Валерий Филипповпа паллашса çемье çавăрнă. 4 ача пăхса çитĕнтерчĕç, тивĕçлĕ пĕлÿ пама тăрăшрĕç ачисене. Ирина Владимировна ВЛКСМ райкомĕнче, Пуянкасси шкулĕнче ĕçлерĕ. Халĕ “Буяново” тулли мар яваплăхлă обществăра тăрăшать. Чăн та, Ирина Владимировна пухăннисенчен çамрăкки, вăл утмăла та çитеймен-ха.
Люция Михайловна Михайлова (Кивĕ Пуянкасси) çамрăклах хул-çурăма чылай авнă. Вăл аллăмĕш çулсенче Мускаври “Лужники” стадиона тума хутшăннă, колхозра уй-хир бригадирĕ пулнă, кайран районти стройкăсенче вăй хунă.
Валентина Николаева 10-рах лавпа çÿренĕ. Амăшĕпе вăрман турттарнă.
Зоя Матвеевна Егорова 7-рех паранкă ани çумлама кайнă. 7 класс пĕтерсен, сĕт пуçтарнă, колхозра учетчица, шкулта ĕç хучĕсем йĕркелекен, магазин заведующийĕ пулнă, хăмла çинче ĕçленĕ, тырă сортланă.
Галина Николаевна 5-рех ашшĕ-амăшĕпе Казахстана кайнă. 15 çула çитсен 3 хĕл чăпта çапнă, çулла колхоз пахчинче ĕçленĕ. Вăрах вăхăт артельте çĕвĕçре тăрăшнă. Çулла чул кăларнă, хĕлле çĕленĕ. Хăй пурнăçĕнче икĕ хутчен пÿрт лартнă. Техничкăра ĕçленĕ, депутата суйланнă.
Василий Сергеев ĕмрипе водительте тăрăшнă, грузовикпе те, автобуспа та çÿренĕ. Ялта ятлă-сумлă çын шутланать.
Пурнăçра кашни çыннăнах мĕн те пулин каласа памалли пурах. Ял поселенийĕн администрацийĕ вĕсемпе тĕл пулу йĕркелесе питĕ тĕрĕс турĕ. Илемлĕх ертÿçи пухăннисемпе вăйăсем ирттерчĕ, вĕренекенсем концерт кăтартрĕç. Кайран пурте пĕрле пылак та тутлă çимĕçсемпе чей ĕçрĕç. Пухăннисем хăйсем те юрăсем юрларĕç. Вĕсене Игорь Кузьмин вăйăç хавхалантарса пычĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика