АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавра сĕтел хушшинчи калаçу (Общество)

10 марта 2010 г.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу (Общество)

Мартăн саккăрмĕшĕ умĕн кашни çулах Чăваш Енри тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен маттур хĕрарăмсемпе тĕл пулса калаçать Н.Федоров Президент, тивĕçлисене патшалăх наградисем парса хавхалантарать.
Пирĕн районта та обществăлла пурнăçра, харпăр хăй ĕçĕнче активлă хĕрарăмсене манмаççĕ. Иртнĕ эрнере Тăвай Енри харсăр хĕрарăмсем район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче пухăнчĕç. Тушкилти Т.Петрован, Н.Камасеван, Л.Константинован ал ĕç выставкипе паллашрăмăр малтанах. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе мĕн кăна çыхман пулĕ ĕçчен алăллă хĕрарăмсем: пуканене тата пĕчĕк минтере тăхăнтармаллисем, ача нускийĕсем, чечек çыххи чĕрĕ пек пулса тухнă.
Уява районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Аввакумова уçрĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров сăмах илчĕ. “Хаклă хĕрарăмсем, пурнăç никĕсĕсем, сирĕн çинче тĕнче тытăнса тăрать. Уяв ячĕпе саламланă май яланах çепĕç те ĕçчен, ответлă та хавхалануллă, ырă кăмăллă та чун ăшшиллĕ пулнăшăн тав тăватăп. Вăрăм ĕмĕрлĕ, çирĕп сывлăхлă пулма сунатăп”, – терĕ Владимир Яковлевич.
Людмила Петровна республикăри хĕрарăмсен уявĕнче пулнă, ун пирки кĕскен паллаштарчĕ вăл. Çавăн пекех Чăваш Енри хĕрарăмсен Совечĕн 2010 çулхи планĕ çинчен каласа кăтартрĕ, районта пурăнакансене ăна пурнăçлама активлă хутшăнтарма сĕнчĕ. Республикăра “Хĕрарăма мухтар” проект пуçланать. Виçĕ тапхăрпа иртет вăл. Ку енĕпе Тăвай Енри хĕрарăмсен те пуçаруллă пулмалли пирки сăмах пуçарчĕ Л.Аввакумова.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Л.Яковлева, район администрацийĕн тĕп специалисчĕ А.Титова тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Пурнăç илемлĕрех пултăр тесен, хĕрарăмсен тата харсăртарах, хăюллăрах, ĕçченрех пулма кирли пирки килĕшсе татăлчĕç юлашкинчен пухăннисем.
Çавра сĕтел хушшинчисем “Тăвайри кооператив” потребобществăн тĕрлĕ изделийĕсене астиврĕç, вĕсен пахалăхĕпе кăмăллă юлчĕç, районти кооператорсене техĕмлĕ çимĕçсемшĕн ырăпа асăнчĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров хĕрарăмсене саламлать.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика