АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Çуркуннене алă пачĕ (Общество)

10 марта 2010 г.

Хĕл Çуркуннене алă пачĕ (Общество)

Çакнашкал чăн-чăн хĕл тахçантанпах пулманччĕ-ха. Кăçал хăш-пĕр кунсенче сивĕ 30 градусран та аяларах анчĕ. Тÿпере сарă хĕвелĕ те тăтăшрах туха-туха илчĕ. Юрĕ те çителĕклех çурĕ. Виçĕ уйăх сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Хĕлпе сывпуллашма вăхăт çитрĕ.
Районта асăннă уява иртнĕ шăматкун йĕркелерĕç. Культура çурчĕ умĕнчи лапама шарсемпе, тĕрлĕ ярăмсемпе капăрлатнă. “Хĕле ăсатма ырă сунса кĕтсе илетпĕр”, – тесе çырса хуни чуна ăшăтать. Ырă сунакан çĕре кайма кăмăллă çав, халăхĕ те чылаях пухăннă ав. Таврана саланакан хаваслă кĕвĕ самаях хавхалантарать иккен, кашнин пит-куçĕнче кулă палăрать. Çанталăкĕ те савăнăç кÿресшĕн пулчĕ уява пухăнакансене, хĕвел хăйĕн пайăркисене ытларах та ытларах сапаларĕ çĕр çине. Пĕрисем уйрăм çынсем суту-илÿ тăвакан çĕрте тавар суйлаççĕ, теприсем “Тăвайри кооператив” потребобществăн тутлă шăршăллă шашлăкне, ытти япалисене мухтаççĕ. Пирĕн кооператорсем кашни çул, кашни уява илем кÿреççĕ çапла. Вĕсене район халăхне туллин тивĕçтерме тăрăшнăшăн тав тăватпăр самантпа усă курса. Хĕл карчăккине питĕ чипер тунă кăçал, çунтарма та шел ăна.
Культурăпа кану центрĕн çурчĕ айккинче яланхи пекех юртан Хĕл Мучипе Юр Пикене купаласа лартнă. В.Стифонов художникăн ĕçне ача-пăча хапăл тунă. Асăннă сăнарсен умĕнчен каçченех татăлмарĕç пĕчĕккисем.
Уява Фомапа (В.Александрова) Ерема (Н.Иванова) скоморохсем уçрĕç. “Çынсем! Уява пуçлатпăр!” – тесе чĕнчĕç вĕсем. Кĕçех Хĕл (Р.Маркова) юр пĕрчисемпе, çил ачисемпе (культура çурчĕсемпе библиотекăсенче ĕçлекенсем) пĕрле килсе çитрĕ. “Сирĕн патăрта виçĕ уйăх ĕçлерĕм, халĕ канма вăхăт”, – тет Хĕл. Анчах Çуркунне таçта çухалнă. Ăна вăрă-хурахсем (В.Стифонов, Н.Соколова, Г.Ефимов) пытарнă иккен. Аптрашки, мĕн тумалла. «Апла юрамасть, сирĕнпе тĕрлĕ вăйă-кулă, конкурс ирттерĕпĕр. Енчен те эпир çĕнтерсен, Çуркуннене ирĕке кăларатăр», – лăплантарать Хĕл.
Вĕрен туртрĕç, кăçатă ывăтрĕç, тупмалли юмахсем тупрĕç. Кашнинчех Хĕлпе юр пĕрчисем, çил ачисем çĕнтерчĕç. Вăрă-хурахсен парăнма тиврĕ, вĕсем Çуркуннене (В.Абржина) ирĕке кăларчĕç. Хĕл Çуркуннене тинех алă пачĕ. Асăннă сăнар тавралăха темĕнле ырă-ырă туйăм сапаланăн туйăнчĕ. Унпа пĕрле килнĕ капăр матрÿшкесем, районти культура çурчĕсемпе библиотекăсенче ĕçлекенсем вăйă картине тăчĕç. Куракансенчен хăш-пĕрисем чăтса тăраймарĕç, вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. “Тепĕр çул та хăнана кĕтетпĕр сана”, – тесе ăсатрĕç Хĕле уяврисем. Хĕл карчăккине, чир-чĕр кайтăр тесе, çунтарчĕç çакăн хыççăн.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов пурне те хĕле лайăх ăсатма сунчĕ, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен çывхаракан кунĕпе саламларĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Кăçал тĕш тырă, çĕр улми пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илмелле. Сухалакан çĕрсене ĕçлесе хатĕрлессипе пуçаруллăрах пулмалла, выльăх-чĕрлĕхрен те ытларах продукци туса илмелле. “Пирĕн район çыннисем ĕçчен, сирĕнпе эпир пысăк тĕллевсене яланах вăхăтра пурнăçласа пынă. Кăçал та хамăрăн тăрăшулăха кăтартăпăр”, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Николай Ильич. Тăвай енре пурăнакансене сывлăх, телей, юрату сунчĕ.
Шахматла выляса район пуçлăхĕн куçса çÿрекен кубокне илессипе турнир йĕркелени пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ. Шăпах асăннă уявра унăн çĕнтерÿçине, В.Пастухова, кубок пачĕ район пуçлăхĕ.
Пĕрене çине утланса улăм тултарнă михĕсемпе пĕр-пĕрне çапса антармалла ăмăртрĕç ачасем. Ухмах Йăван та юлман, тырпул ăнăçлă пултăр тесе ăшаланă пăрçапа хăналарĕ çынсене. Капăр лавсен хуçисем ачасене лартса катаччи чуптарчĕç. Алă вăйĕ виçессипе тупăшрĕç хăш-пĕрисем. Çав кун тата волейболла, шашка-шахматла вылянă, кире пуканĕ йăтнă, йĕлтĕрпе чупнă.
Пысăк концерт программинче çĕр ытла номер пулнă. Тăрмăшсем, енĕшнăрвашсем, çĕнĕпуянкассисем, эльпуçсем, ураскассисем, нÿшкассисем, çĕнçырмасем, тушкилсем, чутейсем, тĕмерсем, кĕршесем, мучарсем, Тăвайĕнче пурăнакансем, ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хĕле ăсатма пухăннисене. Асăннă уяври хаваслă кĕвĕ чылайччен саланнă таврана. Лайăх савăнтăмăр, умра вара – пысăк тĕллев, çураки. Пирĕн халăх канура та, ĕçре те маттур пулаканччĕ-ха.
 
Сăн ÿкерчĕкре: сцена çинче – “Тăвай ен” ансамбль.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика