05 марта 2010 г.
Кăçалхи хĕл, юлашки çулсенчипе танлаштарсан, сиввĕ те юрлă килчĕ. Юр тăтăшах çуни тата çил-тăман вĕçтерни çулсене тултарсах тăчĕ. Çавăнпа “Дорстрой” обществăра вăй хуракансен чылай чухне кунĕн-çĕрĕн те ĕçлеме, çулсене юртан тата шăнран тасатса, йĕркене кĕртсе тăма тиврĕ. Пĕртте çăмăл мар ку, анчах çул-йĕр çинче ĕçлекенсем çакна ку таранччен ăнăçлă тÿсрĕç, начар мар ĕçлерĕç тесе калас килет. Юр хырса тасатассипе, çулсене, кĕперсене, канавсен пуçĕсене йĕркелесе хатĕрлессипе халĕ те малалла ĕçлетпĕр. Кулленхи ĕçсене çанталăка май та коррекцилесе пыратпăр, çулсем шанчăклă та тикĕс пулччăр тесе тимлетпĕр.
Çакăнпа пĕрлех çăва тухсан çĕнĕ çул-йĕрсем тума та халех хатĕрленетпĕр. Чăвашсем вĕт-ха ĕлĕкех çунана çулла, урапана хĕлле хатĕрлеме хушнă. Çапла эпир те çăва тухсан малтанах Енĕш Нăрваш ялĕнче çул-йĕр ĕçĕсене пуçăнма палăртса хунă. Унта 650 метр тăршшĕ çĕнĕ çул тумалла, асфальт сарса хытармалла. Çакна валли хăйăр тата вак чулсем турттарса хунă.