05 марта 2010 г.

Февралĕн 28-мĕшĕнче шахматла выляса район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пулнă турнира чăннипех сумлă тесе калас килет. Çавăн пек тулли йышпа тата пултаруллисем юлашки вăхăтра пухăнайманччĕ те пулас. Вунпĕрĕн! Хальтерех вылясах кайман О.Лисовпа А.Семенов (Тăвай) тата В.Дмитриев та (Тăрмăш) хутшăнчĕç.
Пирвайхи турсенченех спорт мастерĕн кандидачĕ В.Пастухов пĕр çухатусăр пычĕ. Анчах вăл та такăнчĕ (Ю.Арестова выляса ячĕ). Çавах та, ку уншăн пĕртен-пĕр çухату пулчĕ. Владислав Пастухов 10 очко илме май пур çĕртен 9 очко пухса тивĕçлипе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăл 64 тăваткал çинчи лару-тăрăва хăвăрт тавçăрса хаклама пултарнине çирĕплетрĕ.
Сывах мар пулсан та, И.Соловьев та ăнăçлă хутшăнчĕ турнира. Вăл Ю.Арестовпа В.Пастухова кăна шанчăклă çĕртенех, выляса ячĕ 7,5 очкопа 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. 3-мĕш вырăнта 6,5 очкопа – К.Григорьев. Ю.Арестовăн та çавăн чухлĕ очко, анчах пĕрремĕшĕн коэффициент лайăхрах.
Шел, районăн кăçалхи чемпионĕ Г.Федотов 3 тĕл пулăва выляса пĕтереймерĕ, унăн çав кун инçе çула тухмалла пулчĕ. Вăл 5 очко пухнăччĕ, тĕл пулусен результачĕ çине витĕм кÿме пултаратчĕ. О.Лисовпа В.Дмитриевăн та 5-шер очко.
Çивĕч те интереслĕ, паха шайри тĕл пулусем сахал мар пулчĕç турнирта. Хăш-пĕр тĕл пулусенче цейтнотсем те пулкаларĕç. Очко сахалрах пухнă пулин те, В.Александров вăййи пахалăх тĕлĕшĕнчен палăрса тăчĕ. Вăл вăйлисемпе тан выляма пултарнине кăтартса пачĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илнĕ В.Пастухов вăйăра.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.